Çемьене юратупа шанчăклăх тытса тăрать

Çемье, юрату, шанчăклăх сăмахсем икĕ юратуллă çынран пуçланаççĕ. Вĕсене çирĕплетекеннисем вара - ачасем. Малтанхи çулсенче ăна уявламан. 2008 çултанпа çак питех те кирлĕ пулăма ятарласа паллă тăваççĕ. Православи чиркĕвĕсенче Петĕрпе Феврони çветтуй мăшăрсене хисеплесе кĕлĕ ирттереççĕ. Вĕсем иккĕшĕ пĕрле нумай çулсем хăйсен çемйине юратупа шанчăклăхра килĕшÿллĕн упраса пурăннă.

50 çул пĕрле алла-аллăн тытăнса, килĕштерсе пурăннă районти çемьесене кăçалхи июлĕн 8-мĕшĕнче райадминистрацин ЗАГС пайĕнче чысланă. Ку хисепе Егоровсемпе Ефремовсен çемйисем тивĕçлĕ пулнă.

Çиçтĕпе ялĕнчи Анатолий Павловичпа Регина Захаровна Егоровсем 1964 çулхи май уйăхĕнче пĕрлешсе çемье çавăрнă. Туслă та хисеплĕ çемьере пĕр ывăлпа виçĕ хĕр ÿссе çитĕннĕ. Çемьере тĕрĕс воспитани илсе çитĕннĕскерсем паянхи кун хăйсем çемье çавăрса ачисене юрату ăшшине параççĕ. Халĕ Егоровсем иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Çемье вучахне чĕртекенни Анатолий Павлович 34 çул районти «Сельхозтехника» предприятийĕнче вăй хунă. Чĕртнĕ вучахăн ăшшине упраса пурăнаканĕ, Регина Захаровна, Çиçтĕпере пуçламăш классене вĕрентекен шкулта 33 çул ĕçленĕ. Вĕсем иккĕшĕ те ĕç ветеранĕсем. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн вĕсем Тав çырăвĕсемпе Хисеп хучĕсене сахал мар тивĕçнĕ, ытти наградăсем те пур. «Çемье ăшши, телейĕ пĕр-пĕрне ăнланса пурăннинчен, ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтернинчен килет», - теççĕ Егоровсем.

Вăрмар поселокĕнчи Ефремовсем те районта хисеплĕ те ĕçчен çемье. Ĕç ветеранĕсем халĕ тивĕçлĕ канура. Çемье пуçлăхне Анатолий Николаевича, уйрăмах ĕçре палăрса тăнăшăн, икĕ хутчен Чăваш Республикин Верховнăй Совет Президиумĕн наградине панă. Мăшăрĕ, Любовь Ильинична, РСФСРăн халăха çутта кăларас ĕçĕн отличникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ. Районти обществăлла пурнăçа халĕ те, çамрăк чухнехи пекех, активлă хутшăнаççĕ Ефремовсем. Туслă çемье виçĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Халĕ вĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче хăйсен çемйисемпе тĕпленсе пурăнаççĕ. Ашшĕпе амăшне мăнукĕсем савăнтараççĕ.

«Кашни çыншăн çемье пурнăçра чи çывăххи те тăванни, кашни çыннах телейлĕ туйма пулăшакан пĕр чăмăр. Юратупа шанчăклăхра çемье çуралать, çемьерен пуçланать те ĕнтĕ тĕнче. Çавăнпа та пирĕн çемьене хисеплемелле»,- тенĕ райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин хисеплĕ çемьесене саламланă май.

Чăваш Республикин юстици министрĕн заместителĕ Г.Чернова уяв ячĕпе саламласа çемье обществăра тĕп вырăн йышăннине, патшалăх енчен амăшĕсемпе ачасене пулăшасси çинчен чарăнса тăнă.

Юбилярсене уяв ячĕпе саламласа «Юратупа шанчăклăхшăн» медаль панă. (Вăрмар районĕ)



14 июля 2014
09:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter