Каçал ен районĕ: вăйă картинче

Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Хирти Шăхасан ялĕнче Питрав вăййисем шавласа иртсе кайрĕç. Уява ял çыннисем чылайăн пуçтарăнчĕç. Каçхи шăплăхра янăравлă вăйă юррисем аякка саланчĕç. Чăваш кĕпи тăхăннă илĕртÿллĕ хĕрарăмсем вăйă картинче акăш евĕр курăнчĕç. Ĕлĕкхине аса илсе ваттисемпе пĕрле çамрăксем виç кукăрла та, такмаксем каласа та, çерем пăсмалла та выляса илчĕç. Пухăннисем çак уяв пурне те килĕшнине палăртса хăварчĕç. Чăваш халăхĕн тĕлĕнмелле илемлĕ йăли-йĕркисем нихăçан та манăçа ан тухтăрчĕç.



14 июля 2014
10:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter