Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри çемье ăшшине типтерлĕн упракан мăшăрсене патшалăхăн пысăк наградисене парса чысланă

 Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрăпе Лариса Юрьевнăпа, республикăри çемье ăшшине типтерлĕн упракан, пĕр-пĕрне хисеплесе тата  юратса пурăнакан тĕслĕх çемьесене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене парса чысланă. Кăçалхи çул, Чăваш Енрен икĕ çемье, ачасене воспитани парас тата çемье традицине упрас ĕçре  пысăк тӳпе хывнисем, Раççей Федерацийĕн патшалăх наградине  "Юратупа шанăçшăн" ордена тата тăватă çемье  "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" орден медалĕпе тивĕçнĕ.  Унсăр пуçне 50 çул тата ытларах та пурăнакан çемьесем юратупа шанчăклăха упраса пурăннишĕн орденсем илме тивĕçлĕ пулнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче общество умĕнче тăракан тĕп ыйтусенчен пĕри – çемье пуянлăхне çирĕплетесси пулнине каланă. Чăвашсемшĕн çемье пархатарĕ яланах хисепре пулнă. Чăвашсене çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев: «Çемье пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать», – тесе ахальтен каламан. Чăваш Республикинче çемье институтне çирĕплетес тĕлĕшпе куллен ĕç лайăх пурнăçланать. Нумай ачаллă çемьесене патшалăх тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтерет, çамрăк çемьесене вара çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама пулăшать. "Паян пухăннисем, вĕсем хăйсен чун-чĕрин ăшшине ачасене парнелеççĕ.  Çакăн пек пысăк та пархатарлă çемьесене пула пирĕн Чăваш Ен малалла çирĕппĕн аталанса пырать. Чăнласах та, ăçта юрату, килĕшӳ пур – унта тăнăçлăх хуçаланать. Çемьесенче ачасен хаваслă сасси янраса тăрсан, малашлăх лайăх пуласси пирки иккĕленме кирлĕ мар", - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Патшалăхăн пысăк наградисене тивĕçнĕ çемьесем хăйсен историйĕпе пуян. Вĕсене пурне те - çынлăха упраса пыни пĕрлештерсе тăрать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çемье ăшшине типтерлĕн упракан, пĕр-пĕрне хисеплесе тата  юратса пурăнакан, Раççее юрăхлă ачасем çитĕнтерекен ырă çемьесе çирĕп сывлăх, юратупа телей суннă. Тĕплĕнрех  



15 июля 2014
15:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter