Вăрнар районĕ: Пуканкасси ялĕнчи Павловсен ҫемьинче бриллиант туя чыслăн паллă турĕҫ

Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Пуканкасси ялĕнчи Павловсен килĕнче пысăк уява чысларĕҫ. Мария Никитичнăпа Алексей Павлович пĕр ҫемьене чăмăртанса, 60 ҫул хушши пĕрне-пĕри хисеплесе, килĕштерсе пурăннине ачипе, кинĕсемпе, кĕрўшĕпе, мăнукĕсемпе, тăванĕсемпе, ял-йышпа паллă турĕҫ.  Мария Никитична Вăрнар районĕнчи Мăн Хирлеп ялĕнче ҫуралса ўснĕ, ҫамрăк чух та качча тухсан та ҫав ялти кирпĕч заводĕнче нумай ҫул хушши ĕҫленĕ. Хастар та ĕҫчен пулнăшăн нумай хутчен тав хучĕсене тивĕҫнĕ.

Алексей Павлович Пуканкасси ялĕнче ҫуралса ўснĕ, ачаран пуҫласа мĕн тивĕҫлĕ канăва тухиччен тăван «Гвардеец» колхозра ырми-канми ĕҫленĕ. Тивĕҫлĕ канăва тухсан та вăл килте алă усса ларман, мельникра хура ҫăнăх арманĕнче, ҫăнăх авăртса колхоз выльăхне та ял-халăхĕн выльăхне те тивĕҫтернĕ.

Ĕҫре тăрăшуллă та тирпейлĕ пулнăшăн Мария Никитичнăпа Алексей Павлович «Ĕҫ ветеранĕ» ята тивĕҫнĕ.

Виҫĕ ывăла пĕр хĕре пурнăҫ парнеленĕ вĕсем. Вăхăтсăр ачисем пурăҫран уйрăлса кайсан та  хуйха чăтса ирттерсе, малаллах талпăннă Павловсем. Ĕҫре те хуйхă-суйхăра та пĕрне-пĕри пулăшса, ăнланса пурăнни вĕсене йывăр вăхăтра пулăшнă.

Мария Никитична крючокпа та йĕппе те ҫыхма, тĕрлĕрен тĕрĕсем тĕрлеме ăста. «Ман пĕрре те ĕҫсĕр ларас килместь, алă ĕҫĕпе ларнă чух, хуйха-суйха та манатăн,» тет алă ăсти. «Ял уявĕ» ирттернĕ чух куравсенче яланах ун ĕҫĕсене куракансем касăкланса пăхаҫҫĕ. 

Вĕсене чыслă юбилейпа  саламлама Ярмушка ялĕнчи ветерансен «Утмăлтурат» ушкăнĕ ҫитрĕ. Чăваш юррисене илемлĕн шăрантарса саламласан, юбилярсен куҫĕсем савăнăҫ куҫҫулĕпе тулчĕҫ.  «Пире ҫакăн пек хисеп тунăшăн, сире пурне те тав сăмахĕ калатпăр, сирĕн те пирĕн пек вăрăм кун-ҫул, сывлăх пултăр», - терĕҫ Павловсем.



15 июля 2014
16:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter