Патшалăх пулăшăвĕ витĕм кÿрет

Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн ларусен залĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ А.Тихонов «2014-2017 çулсенчи тата 2020 çулччен ял тăрăхĕнчи территорийĕсен çирĕп аталанăвĕ» федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн, ял тăрăхĕнче çурт-йĕр çавăрма е туянма ирĕк паракан свидетельствăсем панă. Хаклă документсен хуçисем: О.Федорова («Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики» АУО бухгалтерĕ), А.Игнатьев (Чулкасри ИКЦ директорĕ), А.Борисова (Кивĕ Вăрмарти ИКЦ библиотекарĕ), Т.Русакова (Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти вĕрентекен, К.Васильев (Арапуçĕнчи тĕп шкул директорĕ), ял тăрăхĕсенче ĕçлекен çамрăк специалистсем, ял тăрăхĕсенче пурăнакан граждансем: Н.Иванов («Н.А.Иванов» хресчен (фермер) хуçалăх ертÿçи), О.Димитриева (Вăрмар районĕнчи централизациленĕ бухгалтерийĕн бухгалтерĕ (Чупай ял тăрăхĕпе), Е.Степанова (Ямпай ялĕнчи «Е.И.Степанова» хресчен (фермер) хуçалăх ертÿçи), В.Волков (Кивĕ Вĕренерти «В.Н.Волков» хресчен (фермер) хуçалăх ертÿçи).

«Кашни çыншăн, уйрăмах çамрăксемшĕн, пурăнмалли кĕтес пурри лайăх. Пурăнмалли вырăн, кирлĕ условисем пулсассăн, çамрăксем паллах ялта пурăнма юлаççĕ», - палăртса хăварнă А.Тихонов свидетельствăсене панă май.

«Пире, çамрăксене, патшалăх пулăшăвĕсĕр йывăртарах. Эпир пĕтĕм кăмăлтан республика, район пуçлăхĕсене тав сăмахĕсем калатпăр», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче ял тăрăхĕнче çурт-йĕр лартас текен О.Димитриева свидетельство илнĕ май. 2012-2014 çулсенче районта «Çамрăк çемьесен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатмалли патшалăх пулăшăвĕн хушма мерисем çинчен» программăпа килĕшÿллĕн 49 çамрăк çемьене çурт-йĕр çавăрма социаллă пулăшу панă. «2011-2015 çулсенчи пурăнмалли çурт-йĕр» Федераллă тĕллевлĕ программăпа 35 çемье 16 млн та 490 пин тенкĕлĕх социаллă пулăшу илнĕ. «Ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа 4 çул хушшинче ял тăрăхĕнче пурăнакан 31 граждан пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатма 13 млн та 106 пин тенкĕлĕх каялла тавăрса памалла мар субсиди илнĕ. Вĕсенчен çамрăк çемьесемпе специалистсем - 27 çемье 18 млн та 838 пин тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. 2014 çулта «2011-2015 çулсенчи пурăнмалли çурт-йĕр» программăпа 5 çамрăк çемье, «2014-2017 çулсенчи тата 2020 çулчченхи ял тăрăхĕнчи территорийĕсен çирĕп аталанăвĕ» программăпа ял тăрăхĕнче пурăнакан 5 граждан тата ялта ĕçлекен 6 çамрăк çемьепе специалистсем хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатнă. (Вăрмар районĕ)



16 июля 2014
10:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter