Вăрнар районĕ: тăван шкул стенисем вĕсене çамрăклăха аса илтерчĕç, малалла пурăнма хавхалантарчĕç

Кашни шăматкун тенĕ пекех  республикăри шкулсем иртнĕ çулсенче вĕренсе тухса кайнисене хаваслансах йышăнаççĕ. Ярмушка шкулĕ те 1979 çулта  вĕренсе тухса кайнисене хапăлласах йышăнчĕ. 35 çул каялла ку класра пурĕ 36 шкул ачи вĕреннĕ, паянхи куна 34-ăшĕ чипер сывах çÿреççĕ. 36 ачаран 19 аслă пĕлÿ илнĕ. Ăçта кăна ĕçлемеççĕ вĕсем: педагог, полковник, врач, воспитатель, водитель, доцент, оператор, строитель, крановщик тата ытти тем тĕрлĕ специальностьпа ĕçлекенсем те пур вĕсем хушшинче. Чылайăшĕсем пĕр е икĕ мăнук çитĕнтереççĕ. Хăйсене вĕрентнĕ учительсене тав сăмахĕ каларĕç. Класс ертÿçине, иккĕмĕш ашшĕ пулнă Александр Николаевича вара,  ырă сăмахĕ пуринчен нумайрах лекрĕ. Шкул директорĕ Е.П.Фролов паянхи шкул çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Ярмушка шкулĕн вĕренекенĕсем ЕГЭ тата ОГЭ экзаменĕсенче лайăх балсем илнине палăртрĕ.  Юлашки çулсенче шкул районта иккĕмĕш вырăнта пулнине савăнса пĕлтерчĕ, 2014 çулхи ачасен çитĕнĕвĕсемпе мухтанчĕ. Кăçал математикăпа экзамен тытнă балсем район шайĕнчен çÿллĕрех иккен! Тĕлпулăва пухăннисем юрларĕç, савăнчĕç, калаçрĕç, пĕр-пĕринчен адресемпе телефонсем илчĕç, пĕр-пĕринепе  çыхăну тытма пулчĕç. Шкул тăрăх курса çÿрерĕç, тăван шкул 2012 çулта 150 çул тултарнă тĕле кăларнă кĕнекене туянчĕç. Тăван шкул стенисем вĕсене çамрăклăха аса илтерчĕç, малалла пурăнма хавхалантарчĕç. 



16 июля 2014
09:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter