Мăнçырмара Раççей шайĕнчи ăмăртусем иртрĕç

Кашни çул июлĕн 8-9-мĕшĕсенче Мăнçырма ялĕнче кунта çуралса ÿснĕ, велосипедпа чупас енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă Алексей Трофимов спортсмена асăнса Вăрмар районĕнчи чемпионат тата мала тухассишĕн маунтинбайк енĕпе ăмăртусем ирттереççĕ. Вĕсем - Пĕтĕм Раççейри ăмăртусем, кунта ăмăртусем кросс-кантри марафон тата кросс-кантри дисциплинăсенче иртеççĕ.

17 çул хушши Раççей шайĕнче ирттерекен ăмăрту вăйне çухатмасть. Ăна чи малтанах Вăрмарти çамрăксемпе ача-сен шкулĕн ертÿçисем, тренерсем, çамрăк велосипедистсем ирттерме шутланă. Мускаври ентешсем çак шухăша ырласа йышăннă. Çавăн хыççăн ĕнтĕ кашни çулах Раççей шайĕнчи мероприяти Мăнçырма ялĕнче иртет.

Çак ăмăртăва Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчи никама пăхăнман çĕршывсенчи спорт шкулĕсенчен килекен спортсменсем яланах активлă хутшăнаççĕ. Географи тĕлĕшĕпе илес пулсассăн вăл питĕ анлă: - Краснодар, Байкалăн леш енчи крайĕ, Омск, Чулхула облаçĕ, Бор хули, Удмурт Республикинчи «Витязь» спорт клубĕ, Мускав хули, Ленинград облаçĕнчи Сестрорецк, Тольятти, Зеленодольск, Ижевск, Самара хулисем, хамăр республикăран Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Патăрьелĕнчи, хамăр районти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсем. Уйрăмах çĕршер çухрăма хыçа хăварса кунта килнĕ Казахстан спортсменĕсене асăнмалла.

Ăмăртăва чаплă лару-тăрура июлĕн 8-мĕшĕнче Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул картишĕнче уçрĕç. Унта Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ, строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт, туризм министрĕн заместителĕ С.Шелтуков, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, культура пайĕн физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ В.Ильин, Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов, Мăнçырма шкулĕн директорĕ В.Николаев хутшăнчĕç, спортсменсене çăмăл мар дистанцире çитĕнÿсем тума сунчĕç. Çакна та палăртмалла - мероприятие уçассине йăлана кĕнĕ тăрăх кăнтăрла хыççăн ирттереççĕ, ăмăртусем вара ирхинех пулнă, çавăнпа та пĕрремĕш кунхи пĕтĕмлетĕве те çак вăхăтра ирттереççĕ. Пĕтĕмпе вун пĕр çĕнтерÿçĕне палăртнă, вĕсенчен Вăрмарти ачасемпе çамрăксен А.Ф.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕнчен иккĕн - Д.Александров тата М.Чубукова. Пурне те вĕсене Хисеп грамотисем, медальсем парса чысланă, укçан преми парса хавхалантарнă.

Иккĕмĕш кун спортсменсем кросс-кантри дисциплининче тупăшнă. Кĕрешÿ çанталăкĕ пекех хĕрÿ пулнă. Тарăн çырмасем, шыв каççи, вăрман хĕрри çулĕ... Спортсменсене Мăнçырма ял уявне килнисем хавхалантарса тăни те вăй кÿчĕ пулĕ. Çак дистанцире шел пулин те пирĕн район спортсменĕсем малти вырăна тухма пултараймарĕç. Пъедестал çине Шупашкар, Чулхула, Патăрьел, Ижевск, Казахстан, Зеленодольск,Байкал леш енчи край, Ленинград облаçĕн спортсменĕсем хăпарма тивĕç пулчĕç. Икĕ кун пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пирĕн районтан М.Чубукова ?А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ% çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ.

Çакăн пек пысăк, Раççей шайĕнчи ăмăртăва ирттерме спонсорсен пулăшăвĕсемсĕр йывăр. Ку хутĕнче те, иртнĕ çулсенчи пекех, укçа-тенкĕ енчен пулăшу кÿрекен тĕп спонсор «Дом паркета» холдинг ?Мускав хули, президенчĕ Ю.Афанасьев% пулчĕ. Унсăр пуçне тĕрлĕ предприятисен директорĕсем, предпринимательсем - В.Иванов, В.Афанасьев, В.Пидюков, Э.Иванов, Н.Дмитриев, А.Кузнецов, В.Павлов, Ю.Архипов, Ю.Иванов, А.Вотяков, Иринăпа Владимир Михайловсен çемйи. Чăваш эстрадин çăлтăрĕсем те В.Петров тата С.Кувшинов юрă-ташăпа савăнтарса спортсменсене вăй парсах тăчĕç. Информаци тĕлĕшĕнчен «Канал 5 плюс», «Чувашия» телеканалсем, Чăваш наци радиовĕ, «Хĕрлĕ ялав», «Хыпар», «Советская Чувашия», «Çамрăксен хаçачĕ» пулăшу кÿчĕç.

Çак ăмăрту тепĕр çулне те çÿллĕ шайра иртĕ. (Вăрмар районĕ)



16 июля 2014
09:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter