Каçал ен районĕ: «Кубняночка» ансамбль. Çĕр-çĕр ялта пултăмăр, халăх чапне пĕлтĕмĕр

 Çич хулана çитрĕмĕр, çичçĕр кĕвĕ илтрĕмĕр,

  Çĕр-çĕр ялта пултăмăр, халăх чапне пĕлтĕмĕр.

2013-мĕш çулта "Кубняночка" ансамблен çамрăксен ушкăнĕ Урмаелĕнче иртекен тĕрĕк халăхĕсен пултарулăхĕн «Урмай Залида» фестивальне хутшăннă. Çакăн хыççăн Олег Цыпленков-Чунташ, чăваш çамрăкĕсен «Сувар» обществин ертӳçи, Чунçӳреве хутшăнма сĕнчĕ. Эпир, паллах, килĕшрĕмĕр.

Июнĕн 24-мĕшенче иртнĕ Республика кунĕнче, «Урмай Залида» фестивальте хамăр ушкăн пултарулăхне анлăн кăтартса панă хыççăн, ывăннине пăхмасăрах, эпир, ансамбле çӳрекенсенчен вунвиççĕн (Альбинăпа Виктор Кокшинсем, Валерипе Галина Ванюркинсем, Петр Степановичпа Нина Яковлевна Зайцевсем, Маргарита Ивановна Федорова,Сергей Терентьевич Читнаев, Людмила Нямукова, Галина Быкова, Елена Савельева, Алена Хораськина, Ирина Николаева) çула пуçтарăнма пикентĕмĕр. Çулĕ çывăх маррине пĕлсе питĕ пăлхантăмăр.

Чунçӳревĕн тĕп тĕллевĕ - Чăваш Республикинче кăна мар, пĕтĕм тĕнчипе пурăнакан чăваш халăх историне тĕпчесси, унăн паллă çыннисем çинчен пĕлсе вĕсен ятне халăхра анлă сарасси. Ку вăл çирĕм пиллĕкмĕш Чунçӳрев, унта хĕрĕх пĕр çын хутшăнчĕ. Вĕсен хушшинче журналистсем, писательсем, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем, эстрада юрăçисем, Муркаш районĕнчи «Палан» ташă ушкăнĕ тата эпир, «Кубняночка» ансамбль юрăçисем.

Пĕрремĕш чарăну «Нарспи» поэмăн авторĕ Константин Иванов çуралса ӳснĕ Пушкăрт Республикин Слакпуç ялĕнче пулчĕ. Кунти чăвашсем пире çăкăр-тăварпа питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç. Эпир малтанах К.Ивановăн вилтăпри çине кайса çеçкесем хутăмăр, кунти музейпа паллашрăмăр. Кайран вара - анлă концерт. Куракансем сцена çинчен ярас килменнипе чылай вăхăт алă çупрĕç. Телпулу питĕ ашшăн иртрĕ.

Тюмень хулинче пире хамăр ентеш, Аслă Чурачăк ялĕнче çуралса ӳснĕ Андрей Юрьевич Николаев кĕтсе илчĕ. Вăл Тюмень хулинчи Чăвашсен Культурăпа наци центрĕн ертӳçи пулса вăй хурать. Андрей Юрьевичпа унăн юлташĕсем пире валли çĕркаçмалли вырăнсем тупса пачĕç.

Тюмень хулинчен чылай аякка кайсан, çĕр айĕнчен тапакан вĕри çалкуçра шыва кĕтĕмĕр. Кун хыççăн çул çинче ывăнни пачах иртсе кайрĕ, çулçӳреве малалла тăсма вăй-хал хутшăнчĕ.

Çĕпĕрте, Иртыш шывĕ хĕрринче, Тобольск çывăхĕнче, Чăваш тăвĕ текен вырăн пур. Ку вырăнта ХVIII-мĕш ĕмĕрте Ермак çарĕсем Кучум çарĕпе çапăçнă. ( Ун чухне вăл çĕрсем Атăлçи Пăлхар патшалăхне кĕнĕ). Ермак çарĕнчи Чăваш ятлă Атăлçи пăлхарсен аслă та чаплă полководецĕ, çар ертӳçи пуçне хунă. Унăн вилтăприйĕ çак вырăнта. Эппин «чăваш» текен сăмах вăл чăваш халăх ерчевне пуçласа яракансенчен тухнă. Каярахпа чăвашсем пăлхарсенчен уйрăлса тĕрлĕ вырăнсене йышăнса анлăн ĕрчĕнĕ. Çак вырăн паянхи кун та Чăваш сăрчĕ ятпа упранать, заповедный зона шутланать. Кунта «Сувар» обществи тăрăшнипе юпа ларать. Эпир çак сăрт çине хăпарса куртăмăр, паттăрсене пуç тайрăмăр. Сăрт çинчен тĕлмелле илемлĕ пейзаж курăнать.

Çакăнта пирĕншĕн тепĕр интереслĕ самант пулчĕ. Сăрт çинчен ансăр сукмакпа пурте анса пыратпăр. Петр Зайцевпа Сергей Читнаев пуринчен маларах анса ĕлкĕрсе эпир çитнĕ çĕре Ермак Иртыш шывĕ çинче мĕнле паттăррăн çапăçни çинчен юрă аса илсе юрласа та янă. Иртыш шывĕ паянхи кун çак юрра илтсе юлчĕ. Экскурсоводсем те тĕлĕнчĕç, операторсем хăвăртрах çак саманта ӳкерме васкарĕç.

Тобольск хулинче пулса Тобольск Кремльне те курса çӳрерĕмĕр, асăнмалăх сувенирсем туянтăмăр. Малалла Туçи Алтай (Горный Алтай) хули еннелле çул тытрăмăр, Семинский перевал урлă каçрăмăр. Кунта çӳлелле хăпарнине пула, самолет çинчи пекех, халхасене хуплалть, юн таппи те ылмашăнать.

Туçи Алтай, Алтай Республикин тĕп хули.

1922 çулта Ойрат автономи облаçне Туçи Алтай облаç ят панă. 1992 çулта вăл Алтай Республики ятне илнĕ. Тĕп хули Туçи Алтай (Горный Алтай) хули пулса тăнă. Çак хуларан 250 километрта Онгудай районĕн Ело ятлă ял çумĕнче уяв ирттерекен уçланкă вырнаçнă. Уяв ячĕ -«Эл Ойын». Чăвашла куçарсан Çĕршыв уявĕ е Республика кунĕ. Çак уявра пире татах тараватлă чăвашсем кĕтсе илчĕç. Вĕсемпе пĕрлех уяв ирттерекенсем тата Алтай Республикин культура министерствин представителĕсем пулчĕç.

 «Эл Ойын» - Алтай халăхĕн наци уявĕ, халăхсен пĕрлешӳ уявĕ, тĕрĕк халăхĕсемпе славян халăхĕсене пĕрлешме пулăшакан мероприяти. Ăна икĕ çулта пĕрре ирттереççĕ, ку уява тенчери нумай тĕрĕк тата славян халăхĕсем хутшăнаççĕ. Уяв программи питĕ анлă та пуян, виçĕ кун иртет. Пурне те курса пĕтерме те çук! Кунта вырăнти фольклор ушкăнесен концерчĕ, спорт вăййисем, хăнасен концерчĕ, тĕрĕк халăхĕсен Курултайĕ (конкурс сказителей и горлового пения), ют çĕршвран килнĕ хăнасен концечĕ.

Эпир те, Чаваш ен делегацийĕ, хăнасен концертенче хамарăн программăна кăтартрăмăр. «Кубняночка» ансамблĕн «Акатуй» композицине куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Алтай Республикин культура министерствин ĕçченĕсем пысăк шайра хакласа Тав хучĕ парса чысларĕç . Пирĕнпе тĕплĕн паллашиччен пире вĕсем прфессиллĕ коллектив тесех йышăнчĕç. Каярах вара пирĕн ушкăнри çынсенчен хăшĕ ăçта ĕçленине пĕлсен, тĕлĕнчĕç. Пирĕншĕн те тĕлĕнмелли кунта пайтах пулчĕ.

Уйрăмах Алтай халăхĕн историйĕ çинчен ятарласа хатĕрленĕ театрализацилене представлени. Кунта 40-50 юланутçă, тепĕр 40-50 «кашкăрсен» ушкăнĕ, çĕршер ташлакан ача-пăча, вуншар паллă артист. Содержанийĕ çакăн пек. Хĕн- хур айĕнче пурăнса куçса çӳрекен йăхăн тусен хушшинче какăр ачисене хăварма тӳр килет. Çак ачасен йĕри тавра кашкăр кĕтĕвĕ çаврăнать. Анчах та кашкăр ами çак ачасене тĕп тума памасть, хăйĕн хӳттине илсе пăхса ӳстереть. Пилĕк кăкăр ачинчен пилĕк паттăр çитĕнет. Паттăрсем тусем хушшинче пурăнакансен хĕрĕсене вăрласа кайса çемье çавăраççĕ, çĕнĕрен çĕнĕ ăру пуçласа яраççĕ, хăйсем пурăнакан вырăна хӳтĕлесе тăшмансемпе çапăçаççĕ, Раççейпе пĕрлешеççĕ, тĕрĕк халăхĕсене чăмăртанма пулăшаççĕ. Çавна кăтартса юланутçăсем пĕтĕм тĕрĕк халăх ялавĕсене вĕлкĕштереççĕ. Çак ялавсем хушшинче хамăр Чаваш çĕршывĕн ялавне курсан паллах чун савăнать. Çак представлении пуçланнă вăхăтра сивĕ çумăр çуса иртсе кайрĕ. Анчах та курма пынисенчен пĕри те вырăнтан хускалмарĕ. Сехет ытла пычĕ çак представлени. Юлашкинчен юланутçăсем «Эл Ойын» уявĕн ялавне çӳллĕ ту çинче çирĕплĕтрĕç.

Уява пынă пĕтĕм халăх, министрсенчен пуçласа сутуçăпа ахаль куракан таранах, тусем хушшинчи уçланкăра йĕркеленĕ палатка хулинче пурăнать. Кунта кирлĕ условисем те йĕркеленĕ: шыв пăрăхĕ урлă пыракан тусен хушшинчен тухакан минераллă шыв, кашни делегаци валли ятарласа хатĕрленĕ вырăн тата ытти те. Каçхине пирĕн хăрушсăрлăха сыхлакансем татах унта пурăнакан чăвашсем пулчĕç. Вĕсемпе пĕрле кăвайт умĕнче ирчченех чăваш юррисем шăрантартăмăр.

Каялла килекен çул татах интереслĕ самантсемпе пуян пулчĕ. Паллă актер, режиссер тата писатель Василий Макарович Шукшин çуралса ӳснĕ вырăн-Сростки ятлă ялта пултăмăр. Кунта вырнаçнă музей-усадьба питĕ пуян, хăтлă та тирпейлĕ. Музейра Шукшин пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăмăр, вăл ача чухне пурăннă çурта кĕрсе куртăмăр.

Малалла Пушкăрт Республикине кĕрекен Красноусольск хулине çитрĕмĕр.

Ку таврара сиплĕ тăварлă шыв, пылчăк кӳллисем нумай. Пылчăк кӳллине кĕрсе курса унăн сиплĕх пахалăхне хамăр çинче тĕрĕслерĕмĕр. Пертен пĕрре кĕрсех çак пылчăкăн сиплĕх пахалăхĕ питĕ пысăк шайра пулнине пурте палăртрĕç.

Пушкăрт Республикин Чăваш Хурамал ятлă ялне çитрĕмĕр. Унта тĕнчипе паллă академик, Эренпур облаçенчи (Оренбугская область) гель завочĕн никĕсне хываканĕ Василий Васильевич Николаевăн вилтăприйĕ çинче пултăмăр, музейра унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăмăр. Каçхине Культура керменĕнче пысăк концерт патăмăр. Кунта вырăнти артистсем те хутшăнчĕç. Весем таса чăвашла калаçни ,чăваш юрри-кĕввине питĕ нумай пĕлни, сцена çинче тăхăнмалли çипуçĕ пуян пулни тĕлĕнтерчĕ. Культура керменĕсем вара ялта пулсан та чăн-чăн керменсем, пысăк, хăтлă та чаплă.    

Тутар Республикине кĕрсен паллах Сиктĕрме ялне кĕмесĕр ниепле те май çук. Ку вăл чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнă ял. Сиктĕрме ялĕ кунта Чаваш çершывĕнчен 11 çемье куçса килнинчен пуçланса кайнă. Малтанах Кивьял тенĕ. Халĕ вара ку таврара 7 чăваш ялĕ. Ялĕсем пысăк, çыннисем йышлă. Сиктĕрме ялĕнче анчах пине яхăн хуçалăх, çемье. Унти чăвашсем Петĕр Хусанкай музейне те питĕ чаплă тытса тăраççĕ. Экскурсовод каласа панинчен çакă асра юлса, чунра тарăн йĕр хăварчĕ. Петĕр Хусанкай хăй пурăннă вăхăтри тĕлпулусенче те, произведенисенче те яланах çак шухăша палăртнă: Чавашсен Раççей халăхĕсемпе пер пурнăçпа пурăнмалла, анчах та хамăр чăваш пулнине манмалла мар. Чăнах та, толерантность текен сăмах халĕ питĕ модăра, ана калаçнă чух нумайăшĕ усă курма юратаççĕ. Анчах та ĕçпе çирĕплетсе паракан сахал. Кунта Петĕр Хусанкайран тĕслĕх илмелли питĕ нумай. Мĕн чухлĕ вилĕмсĕр произведенисем çырнисĕр пуçне , миçе халăх чĕлхине пĕлсе нумай- нумай куçарусемпе ĕçленĕ Петĕр Хусанкай.

Тата кăштах кайсан Пӳлер текен вырăна (Билярский святой источник) çитрĕмĕр. Çак таса çăлкуçра православи тĕнне ĕненекенсем те, мусульман тĕнне енекенсем те çветуй шывĕпе çăвăнаççĕ, сипленме ятарласа çӳреççĕ. Ку вырăн таса та хăтлă. Кунта çăванмалли, апат хатĕрлемелли, уçăлса çӳремелли ятарлă вырăнсене пуянлатнă, пырса çӳреме меллĕ тунă. Кунта çӳллĕ сăрт çинче тутарсемпе çапăçса вилнĕ чăвашсене асăнса палăк-юпа умĕнче пултăмăр. Çак пархатарлă вырăнта Чунçӳреве хутшăнакансене чăваш çамрăкĕсен «Сувар» обществин ячĕпе Олег Цыпленков пурне те Чунташ ятне çирĕплетекен хут парса чысларĕ. Кунтан инçех мар амазонкăсем, хĕрарăм-çар çыннисем, çапăçнă вырăна палăртса тепер палăк ларать. Ун патне те çитсе куртăмăр.

Пăлхар (Великий Булгар) хулинче те пултăмăр. 1236-мĕш çулта çак хулана тĕпĕ-йĕрĕпех çунтарса янă. Ун çинчен В.Туркай сăвă çырнă. Кунта та чăвашсем пысăк йĕр хăварнине пĕлтерекен юпа пур. Юпа çине «Сăвар» тесе çырнă. Хальхи вăхăтра кунта археологсем ĕçлеççĕ, çак вырăнсене тата тĕплĕнрех тĕпчеççĕ. Эпир вара анлă экскурси хыççăн каçалапа Аслă Атăлта шыва кĕтĕмĕр, çак паллă вырăнта , хамăр несĕлсен вырăнĕнче, вăй-хăват пухрăмăр.

Пирĕн «Кĕтне» («Кубняночка») ансамблĕн репертуарĕ кăçал татах çĕнĕ юрăсемпе пуянланчĕ. Вĕсенчен пĕрин ячĕ «Çăкалăхри Акатуй». Çак юрăра çапла сăмахсем пур : «Çич хулана çитрĕмĕр, çичçĕр кĕвĕ илтрĕмĕр. Çĕр-çер ялта пултăмăр, халăх чапне пĕлтĕмĕр». Çак сăмахсене пирĕн Чунçӳрев çинчен хывнă тейĕн. Кун хыççăн хамăр чăваш пулнишĕн мухтанмалăх, савăнмалăх тата нумай сăлтав тупăнчĕ. Чăвашъене кĕрсен Олег Цыпленков-Чунташ çак Чунçӳревĕн пĕтĕмлетӳне туса пирĕн ушкăна тав турĕ, çитес çул Азербайджан Республикине кайса курма сĕнчĕ. «Мĕнле калаççĕ чăвашсем, турри парсан, хамăр тăрăшсан, тен, кайăпар та»- терĕç пирĕн юрăçсем.

             «Эсĕ - чунçÿревçĕ,

             Эсĕ - çулйĕрлевçĕ,

             Аваллăх несĕлне

             Чыслакан тĕпчевçĕ.

             Эсĕ- Пăлхар-Сăвар- Чăваш,

             Эсĕ - пархатарлă Чунташ» - тесе çырнă Чунташ ятне çирĕплетекен хут çинче.



16 июля 2014
07:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter