Ĕçпе тивĕçтереççĕ

Вăрнар районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен Центрăн Элĕкри уйрăмне кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕç шыраса 318 çын пынă. Регистрацие тăнă ĕçсĕр граждансем 35-ĕн шутланаççĕ. Вăй хурса ĕçлеме пултараканнисен 0,38 проценчĕ - ĕçсĕр тăрса юлнисем.

Обществăлла ĕçсене явăçтарма районти предприятисемпе тата организацисемпе 8 килĕшÿ тунă, 39 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Вĕсенчен учетран тухманнисене 8 çынна ĕç тупса панă. Ĕçпе тивĕçтерекен Центр çула çитмен çамрăксене ĕçпе тивĕçтерсе 14 килĕшÿ тунă, 322 хушма ĕç вырăнĕ тупнă. Ĕç шыраса йывăрлăха лекнисемпе 5 килĕшÿ çырнă, 6 çынна ĕçпе  тивĕçтернĕ. 



17 июля 2014
09:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter