Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарăн Атăл леш енне ĕçлĕ визитпа çитсе килнĕ

Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарăн Атăл леш енне ĕçлĕ визитпа çитсе килнĕ. Унпа пĕрле Шупашкар хулин ертӳлĕхĕ, Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăйĕ Владимир Иванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ – «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн Обществăлла йышăну пӳлĕмĕн ертӳçи  Николай Николаев хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ Атăлăн леш енчи лаптăксенче еплерех тирпей илем кӳртнин ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Кунта нумай хутлă çуртсенче пурăнакан çынсемпе тĕл пулнă, вĕсен сĕнĕвĕсене итленĕ. Çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсĕсем ирттересси пирки канашланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти лавккасене те çитсе килнĕ, хамăр тăрăхра калăпланса тухакан таварсем пур е çуккипе кăсăкланнă. Кунти суту-илӳ лавккисем хальхи пурнăçпа килĕшсе тăмаççĕ. Çул-йĕр çинче кафе ĕçне аталантарасси те  аванах мар. Пирĕн таварсем лавккасенче 50 процентран кая мар пулмалла пулин те, асăннă объектсенче ыйту вырăнтан хусканманни сисĕннĕ. Курса çаврăннă хыççăн,  республика Пуçлăхĕ кунти ĕç-пуçпа кăмăллă пулман. Хыркассинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ ачасене савăнмалли тĕп вырăнпа паллашнă. Кунта пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан тренажер хатĕрсене вырнаçтарнă. 93№-лĕ Пучар хуралĕн ĕçне те тишкернĕ, ĕçлекенсем пушара хирĕç кĕрешме хатĕр е хатĕр маррине ыйтса пĕлнĕ, телефонсем ĕçленипе ĕçлеменни пирки кăсăкланнă.  Çула май, республика Пуçлăхĕ 2010 çулта çунса кĕлленнĕ вăрман лаптăкĕсене еплерех тирпейленине пăхса çаврăннă. Мĕн пур лаптăксенчен 80 процентне пĕтĕмпех пурнăçлама ĕлкĕрнĕ. 2015 çулта ĕçе вĕçлеме палăртнă. «Виçĕ çул хушшинче, лартса хăварнă йывăç тĕмисем аван хунаса кайнă. Хăш-пĕр тĕлтре айванланнă йывăç тĕмисене çĕнетсен вырăнлă пулĕ, - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Ĕçлĕ çул çӳреве пĕтĕмлетнĕ май, республика Пуçлăхĕ Атăл леш енне аталантарас тĕлĕшпе çулсеренех укçа-тенкĕ уйăрнине палăртнă. Кунта пĕтĕмпех инфратытăма аталантарас ĕç лайăх пурнăçланса пырать.  Çĕнĕ ача сачĕ хута ярасси те кун йĕркинчех. Тĕп ыйтусенчен пĕри – асăннă территорийсенче çĕр рессурсĕсемпе пĕлсе тата кирлĕ пек усă курасси. Предпринимательлĕхе аталантарас ĕçе те куçран вĕçертме юраманнине асăрхаттарса хăварнă Пуçлăх. «Кунти ĕç-пуçа лайăх тĕрĕслесе тăмалла. Вырăнти ертӳлĕхсен час-чсасах килсе çӳремелле, çынсен ыйтăвĕсене итлеме тата вĕсене вăхăтра татса парассипе тимлĕн ĕçлемелле», - тесе асăрхаттарса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



17 июля 2014
07:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter