Тĕрлĕ ят кăмăллаççĕ

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ иртнĕ ултă уйăхра 85 ача çуралнине регистрацилерĕ – 47 арçын ача тата 38 хĕр ача. Арçын ачасен ячĕсенчен Сергей, Даниил, Максим - лидерсем. Ашшĕ-амăшĕсем хĕр ачасене ытларах Мария, Анна, Полина ят пани палăрчĕ. Çавăн пекех  Марк, Савелий,  Аделия,  Ярослава ятсене те кăмăллаççĕ.

Иртнĕ тапхăрта çын вилесси чакнă. Пурнăçран 160 çын уйрăлнă, çакă, пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан, 23 çын сахалтарах. 37 мăшăр çемье çавăрнă, пĕлтĕр - 36. 20 çемье арканнă, иртнĕ çулхинчен 3 мăшăр сахалтарах. (Элĕк районĕ)



17 июля 2014
09:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter