Элĕк районĕ: хĕле хатĕрленеççĕ

Районта пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх тата социаллă объектсене хĕле хатĕрлессипе, хутса ăшăтмалли тапхăрта пĕтĕм тытăмсене йĕркеллĕ ĕçлеттерессипе чылай ĕç тăваççĕ. Хальхи вăхăтра хутса ăшăтмалли тытăмсене çуса тасатаççĕ. Çак таранччен ку ĕçе 13 процент пурнăçланă. Ăшă паракан пăрăхсене ылмаштарнă (25,7 процент), сивĕ шывпа тивĕçтермелли пăрăхсене çĕнетнĕ (33 процент), çутăпа тивĕçтерессине 15 процент пурнăçланă, шыв юхса тухмалли пăрăхсене те улăштарнă (33 процент).

Хутса ăшăтмалли тапхăр тĕлне чылай ĕç вĕçленĕ. Авариллĕ лару-тăруран хăтăлассипе те пурлăхпа техника ресурсĕсене нумай хатĕрленĕ. Ĕçсем малаллах пыраççĕ. 



17 июля 2014
09:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter