Кĕнекере - ял историйĕ

Вăрмар районĕнчи Кавал ял тăрăхĕнчи кашни ялăн историйĕ "тарăн тымарлă" - хăйне евĕр пуян та кăсăклă. Вĕсен йышĕнче Кавал уйрăммăн тăрать.

Ку тăрăхра çĕр-шывшăн, тăван республикăмăршăн, çуралнă кĕтесшĕн тунă пуçаруллă та ỹсĕмлĕ ĕçĕпе палăрнă вун-вун çын çуралса ỹснĕ, асăннă ял сумне çỹле çĕкленĕ. Кашнин ячĕ - пуриншĕн те тĕслĕх, Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ Василий Степанов, Чăваш АССР Аслă сучĕн председателĕн çумĕ Конон Белков, Дмитрий Исаев - Авраль, Виктор Рзай, Михаил Юрьев çыравçăсем, Николай Садюков художник - гравер, СССР чемпионки тата рекордсменки Генриетта Николаева, çар çыннисем...

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине Кавалсем 346 çынна ăсатнă. 119-шне кăна тăван кĕтесе таврăнма çул каялла выртнă.

Çакна тата ыттине Николай Дмитриевăн хальтерех кун çути курнă "Кавал. Ял историйĕнчен" кĕнекене вуласа пĕлтĕм. Автор шухăшĕ-ĕмĕчĕ çунатлă пулас: тавра пĕлỹ кăларăмне "Пĕрремĕш пайĕ" тесе палăртнă. Апла тăк - умра кăсăклă çĕнĕ пулăмсем, эпир пĕлменни. Мĕнех, кĕтетпĕр...

Автор çинчен - кĕскен: Николай Иванович Кавал ял тăрăхĕнчи сумлă çынсенчен пĕри. Хăй вăхăтĕнче строительте, учительте, райĕçтăвкомăн пай ертỹçинче ĕçленĕ, СССР спорт мастерĕ, шашкăлла выляса ветерансен хушшинче тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл медальне çĕнсе илнĕ, очеркĕсемпе статйисем "Советский учитель" хаçатра, "Смена" журналта пичетленнĕ, Чăваш Республикин çыравçисен пĕрлĕхĕн членĕ.



17 июля 2014
10:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter