Патăрьел районĕ: тасалăх пуриншĕн те пултăр

Кашни çын хăй пурăнакан кил-çуртне тирпей-илем кÿрессишĕн кунран-кун вăй хурать. Тирпейлĕ çурт-йĕр хăтлăн курăнсан аван-çке! Çавăн пекех çурт умĕсене те тасатса тăрсан, çуллахи вăхăтра килĕшÿсĕр ÿсекен ÿсен-тăрансене çулса тăрсан, паллах ял урамĕсем тăрăх утса çÿреме те кăмăллă.

 

Çапах та ялта пурăнакан çуртсемсĕр пуçне кашни ялтах аслă урам пур. Аслă Чемен ял тăрăхĕ витĕр анлă çул Улатăр районĕ енелле тăсăлать. Мĕн-тĕрлĕ машина чупмасть –ши ун тăрăх! Çурт пысăкăш автобус- машинăсем ирсе кайнине пăхса юлса ялти шур сухалсем пĕççисене шарт! çапаççĕ.

 

Июлĕн 18- мĕш числинче ялти администраци тата культура учреждени ĕçченĕсем çак аслă çул ик айккипе çавасемпе вырăнсăр ÿсекен курăксене çулма тухрĕç. Самаях тар тăкма тиврĕ вĕсен. Кирлĕ ÿсен-тăрана шăварса тăрсан та, тепĕр чух, япăх ÿсет, ăнманни вара мĕнле пĕтерме тăрăшсан та çÿлелле кармашать. Çапах та мĕн май килнĕ таран, вăй çитнĕ таран ĕçлесен тирпейленчĕ тесен те юрать Аслă Чемен ял тăрăхĕн аслă урамĕ.



18 июля 2014
15:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter