Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревпе Çĕнĕ Шупашкарта пулнă

Утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревпе Çĕнĕ Шупашкарта пулнă. «АвтоВАС» пĕрлешĕвĕн автостанцири çынсемпе курнăçнă. Обществăлла транспортсем еплерех çӳренипе кăсăкланнă. Кунти çынсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ. Халăха кăсăклантаракан ыйтусенчен пĕри çул-йĕрсен пахалăхĕ айван пулни. Автобус çула вăхăтра тухманни пирки те калаçу хускатнă. Ытти пăшăрхантаракан ыйтусене те сӳтсе явнă. «Эссен» лавккара Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чăвашсен таварĕсемпе кăсăкланнă.  Çĕнĕ Шупашкарти пасара çитсе килнĕ, сутакансене валли хатĕрленĕ сентресене пăхса çаврăннă. Хыççăн Пуçлăх Культура паркне çитнĕ. Кунта хула çыннисем уçăлса çӳреме юратаççĕ. Çамрăк мăшăрсем хăйсен пепкисемпе пушă вăхăта ирттереççĕ. Сăмаха май, çамрăк амăшĕсем республика Пуçлăхĕпе калаçнă май, ачасене тĕрлĕ прививкăсем тутарасси пирки сăмах пуçарнă. Медицина пулăшăвĕсене тӳлевсĕр илме май пур е çуккине ыйтса пĕлнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ыйтусем çине тивĕçлĕ хуравсем панă. 4№-лĕ çамрăксен спорт шкулĕнче республика Пуçлăхĕ «Сокол» пăр стадиона çĕнетессин ĕçĕпе кăсăкланнă. Ĕçе, палăртнинчен пурнăçлама тăрăшнă. Хыççăн хула  администрацийĕнче ĕçлĕ çул çӳреве пĕтĕмлетме пухăннă. Канашлăва Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина, сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов, çул-йĕрпе транспорт хуçалăх министрĕ Владимир Филиппов тата ытти ертӳçĕсем килнĕ.  Республика Пуçлăхĕ юлашки çулсенче Çĕнĕ Шупашкарăн социаллă экономика пайне аталантарасси çине курăмлăнах укçа-тенкĕ уйрнине асăннă. Тавралăха тирпей-илем кӳртес тата инфратытăма аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрни куç кĕретех. «Паян хулана сахал пулăшу кӳнĕ текен  суя сас хура халăхра сарни пачах та килĕшӳллĕ мар. Çулсене юсав ĕçĕсене ирттерме 275 млн. тенкĕ, вĕсемпе 89 çур таврашĕнчи çулсене тирпейленĕ. Çапах та спорт площадкисене хатĕрлемен, çурт-йĕр таврашĕсене тирпейлемен», - тенсе палăртнă Пуçлăх. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрне Алла Самойловăна кунта пурăнакан çынсем васкавлă медицина пулăшăвĕпе кăмăллă пулман пирки, ыйтăва тĕрĕслеве илме хушнă. Аптекăсенче фанфуриксем нумай сутăннине палăртнă. Халăха нимнле йывăрлăхсемсĕрех çак эмеле панине каланă. Ыйту питĕ çивĕч тăрать, çавăнпа та кирлĕ пек йышăнусем туса хăварма чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Вырăнти ертӳлĕхе çирĕп асăрхаттарса хăварнă. Таврари çӳп-çапа, йывăç тĕмĕсене тирпейлеменни – çаксем пĕтĕмпех пурăнакансен кăмăл-туйăмне япăхлатаççĕ. Вырăнти пуçлăхсем кирлĕ пек ĕçе йĕркелеменнишĕн хула юрăхсăра тухни  пăшăрхантарать. Çĕрсене арендăна илнĕшĕн парăмсем пуçтарăнса кайнă, паянхи кун тĕлне 35 млн.тенкĕ. Вырăнти бюджета самай каялла туртса пырать. Кунта пурăнакансем «Новэк» УК ĕçĕпе кăмăллă мар. Йывăрлăхсене пĕтĕмпех вырăнти влаç кăларса тăратать. Виçĕ çул каялла,  хула ертӳлĕхне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Новэк» мĕнле пĕрлешӳ пулни çинчен асăрхаттарнă, анчах та вырăнти влаç нимĕнле ырă ĕç те халăха валли йĕркелемен. «Сирĕн, хăвăрăн ĕçе йĕркеллĕн пăхса тухма вĕренмелле. Халăх ыйтнине пурнăçламалла. Енчен те ĕçе малалла тăсас тесен, сирĕн лайăх çеç шухăшласа пăхмалла», - тесе çирĕппĕн асăрхаттарнă, хула влаçне, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Тĕплĕнрех



19 июля 2014
10:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter