Çĕнĕ Шупашкарта Физкультурниксен кунĕнче футбол стадионĕ хута кайĕ

 Утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа  Çĕнĕ Шупашкара çитсе килнĕ. 1№-лĕ ДЮСШ Чăваш Ен Пуçлăхĕ футбола вылямалли ятарлă вырăна пăхса çаврăннă. Объекта 2008-2015 çулсенче Раççейре футбола аталантарас программăпа килĕшӳллĕн пурнăçа кĕртеççĕ. Ĕçе пурнăçлама республика бюджетĕнчен 7 млн. тенкĕ, 8,4 млн. федераци бюджетĕнчен уйăрса хăварнă.  Михаил Игнатьев хулана, республикăри ытти муниципалитетсене уйăрнă пекех укçа-тенкĕпе пулăшу кӳнине каланă. Хула депутачĕсене бюджет укçи-тенкипе эффективлă усă курнине çирĕп тĕрĕслесе тăма сĕннĕ. Палăртнă объекта кăçал çурла уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне хута яма шантараççĕ, шăпах Физкультурниксен кунĕ. Республика Пуçлăхĕ Правительство ушкăнĕпе хула администрацийĕн ушкăнĕ хушшинче футбол вăййисене ирттерме сĕнет. Хăнасем хулари троллейбуссем çӳретмелли предприятийĕн ĕçĕпе кăсăкланнă. Асăннă предприяти тухăçлă ĕçлеменни сисĕнет. Кунта ĕçлекенсемпе республика Пуçлăхĕ курса калаçнă. Коллективра водительсем, кондукторсем, слесарьсенм çитменни пăшăрхантарать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ МУП малашне аталанса пымаллин бизнес-планне хатĕрлеме вырăнти хула влаçне йĕркелесе çитерме хушса хăварнă. «Чебоксарский трубный завод» ОООра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кунта калăпланса тухакан таварсемпе паллашнă. Сăмаха май, «Волга» М-7 çулне рекнструкци йĕркеленĕ чух, шăпах кунта хатĕрленсе тухакан таварсем кирлĕ пулассине асăннă. Предпариятире тăрмашакансене малашне те пахалăхлă ĕçлесе пыма вăй-хал суннă. Хыççăн республика Пуçлăхĕ çуртсен таврашĕсене пăхса çаврăннă. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакнсемпе тĕл пулса калаçнă.  «УК «Новэк» ООО ĕçĕ пирки халăхпа канашланă, тĕрлĕ ыйтусем çине хурав панă. Вырăнти ертӳлĕхе, çитменлĕхсемшĕн çирĕп асăрхаттарса хăварнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ  хулари Воин – Интернационалистсен урамĕнчи шкул çулне çитмен ачасене валли çĕкленекен çурт шăпипе кăсăкланнă, строительство ĕçне хакланă. Митта Ваçлей ячĕллĕ 20-мĕш шкулта ачасене еплерех пĕлӳ пама майсем пуррине ыйтса пĕлнĕ. Сусăрланнă шкул ачисене вĕретмелли майсене, спорт уйрăмĕпе компьютер класне пăхса çаврăннă.   «Непоседа»  50-мĕш ача садĕнче ачасемпе ĕçлекенсемпе курнăçнă вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă. Тĕплĕнрех

 



19 июля 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter