Инкек ан пултăр

Пушар хăрушлăхĕ пирки тăтăшах калаçатпăр, анчах темшĕн инкекĕ пулсах пырать. Вут-çулăм пурлăха кăна мар çыннăн пурнăçне те илсе кайнине шута илсе тимлĕхе çав тери ÿстермелле. Шăрăх кунсем çитсе тăчĕç. Çĕр ĕçченĕсен уй-хирте хĕрÿ ĕççи пырать, вĕсем утă çулаççĕ, тюклаççĕ, выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма тесе тирпейлесе хураççĕ тата ытти те. Выльăх-чĕрлĕхлĕх апата - утăна упрама хурас тесен мĕн пĕлмелле-ха/ Утă куписене уйрăммăн купаласа хурсан йĕри-тавра 4 метртан кая мар сухаласа тухмалла. Енчен утăна уйрăм сарайне хурсан сухалама кирлĕ мар. Утă куписен лаптăкĕ 150 квадратла метртан ытла пулмалла мар, пресланă утăпа улăмăн купи - 500 квадратла метр. Утă-улăм куписен пĕр-пĕрин хушшинче 20 метртан кая мар пулмалла. Енчен те купасене пĕр-пĕринпе хирĕçле купалас пулсан вĕсен хушшинче 6 метр пулмалла, тепĕр мăшăр купасен хушши вара 30 метр таран пулсан питех те аван. Купасене пĕр-пĕринчен аякра тусан пĕри çунма тытăнсан теприне хăтарса хăварма май килнине шута илмелле, çавăнпа та вĕсен хушшисене те сухаламалла. Утă-улăм куписене çул хĕрринчен 20 метртан, çурт-йĕрсенчен 50 метртан, электролинисенчен 15 метртан кăна купаласа хума юрать. Утă хуракан складсен территоринче тата утă-улăм урисем вырнаçнă вырăнсенче хăвăрт çунма пултаракан япаласем хума е упрама тата транспортсене ĕçлеттерсе лартма юрамасть. Ăна тиенĕ вăхăтра транспортсене сÿнтерсе хумалла, чĕртсе тапратиччен типĕ утă-улăма пуçтарса илмелле. Утă-улăм хатĕрлекен çĕрте ĕçлекенсен пушар тухас пулсан тÿрех сÿнтерме пĕлмелле, харпăр хăйне тытма вĕренмелле. Нÿрлĕ утă-улăма урана хывма е тата пысăккăн купалама юрамасть, хĕрсе кайса хăйне-хăй пушар кăларма пултарассине манмалла мар. Утă-улăм упракан складсем юсавсăр пулмалла мар, енчен те унтан-кунтан шăтăксем пулсан хупласа хумалла, алăкĕсене питĕрсе илмелле. Унта ĕçлемен çынсен складсене кĕме, пирус тавраш туртма та юрамасть. Складсене аслати çапасран кирлĕ оборудованипе тата пушар тухас пулсан тÿрех сÿнтерме пулăшакан япаласемпе тивĕçтермелле. Хисеплĕ граждансем! Харпăр хăй тимлĕ пулни тата асăрханулăха ÿстерни кăна сире пысăк инкекпе тăкакран хăтарса хăварнине пĕр минутлăха та ан манăр. (Вăрмар районĕ)

 



02 июля 2014
10:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter