Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти предприятисене çитсе килнĕ

Утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти предприятисене çитсе килнĕ. Ĕçлĕ çул çӳревре унпа пĕрле, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пулнă. «Чебоксарский завод автокомпонентов» АУО  республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев автомашинăсем валли хатĕрленсе тухакан таварсене пăхса çаврăннă, çавăн пекех пĕрлешӳри апатлантару уйрăмне, тренажер залĕпе хĕллехи сад пахчинче пулнă.   Заводăн генеральнăй директорĕ Эльшад Гасанов предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май, кунта тĕрлĕ хатĕрсем машинăсем валли калăпланса тухнине палăртнă. 2014 çулта Чулхула валли ятарласа «Автозавод «ГАЗ» ООО çĕнĕ йышши хатĕрсем, камазсем валли кăларма тытăннине асăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ «ЧЗА» АУО ертӳçипе предприятинчи пушă выртакан лаптăксене ĕçе кĕртсе ярасси çинчен калаçнă. Калăпăр, автомашинăсем сутасси ĕçе пурнăçа кĕртме пулать. Анчах та, паянхи куна, ĕçлекенсем çителĕксĕр , 24 специалист çитменни курăнать. «Минерал» ООО ĕçченĕсем Раççейри мĕн пур тăрăхра социаллă культура пĕлтерĕшлĕ объектсенче тимлет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ кунта тирпейленсе тухакан таварсене пăхса çаврăннă, вĕсен ĕçне пысăк хак панă. «Эсир, чăнласах та Чăваш Республикине ытти регионсенче тивĕçлипех кăтартатăр. Шансах тăратăп, малашне те кунта калăпланса тухакан таварсене республикăра тата та ытларах усă курма тытăнĕç. Шăпах, республикăра икĕ пысăк уяв çывхарса килнĕ май,  Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитет», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуçлăхĕ. Хыççăн, сумлă хăна,  «Гидрант» ООО çитсе килнĕ. Предприяти 15 çул хушши кĕтмен çĕртен сиксе тухакан лару-тăрупа ĕçлекен служба валли хатĕрсем калăплать. Вышкайсăр лару-тăру вăхăтĕнче служба ĕçченĕсене тăхăнмалли мĕн-пур хатĕрсем çителĕклĕ таран. Республика Пуçлăхĕ çĕвĕçсен цехĕнче пулнă, кунта предприяти хăй умне лартнă тĕллевсене пурнăçлама пур услови те специалистсем те пуррине курса килленнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ  производствăра тимлекенсене, ĕçре хастаррисене, Чăваш Республикин Экономика министерствин Хисеп грамотисене парса чысланă. Ĕç ушкăнĕпе курнăçнă май, республика Пуçлăхĕ республикăн пĕрремĕш çур çуллăхри социаллă экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕпе тĕплĕн паллаштарнă.  Михаил Игнатьев социаллă тытăмра, экономикăра, демографи лару-тăрăвĕ кулленех çитĕнӳсем тунине асăннă. Предприятинче ĕçлекенсен ыйтăвĕсем çине хурав панă май, вĕсене малашне те ăнăçлă ĕçлесе пыма суннă. Çул çӳреве пĕтĕмлетнĕ май,  республика Пуçлăхĕ Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕсене тавралăха тирпей илем кӳртесси çине пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă. Уйрăмах, обществăлла транспортсемпе, çуртсем таврашĕнчи тирпейлĕхе, управляющий компанисен ĕçĕсене çирĕп тĕрĕслесе тăма сĕннĕ. Михаил Игнатьев çакнашкал тĕл пулусен ырă енĕсем пуррине асăннă, предприятисенче ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçни - влаçри çынсемшĕн паха пулнине палăртнă. Куллен тухса тăракан ыйтусене вăхăтра татса пама май панине те каласа хăварнă. Тĕплĕнрех



02 июля 2014
15:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter