Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕнче Турхан салинче халăхсем хушшинче ирттерекен VIII-мĕш Кокелевский пленэр церемоние хутшăннă

 Утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕнче Турхан салинче халăхсем хушшинче ирттерекен VIII-мĕш  Кокелевский пленэрăн церемоние хутшăннă. Торжествăлла пулăма, Украинăн халăх художникĕ ята илнĕ Раççей академийĕн художникĕсен Хисеплĕ академикĕ Виктор Ковтун, Чăваш художникĕсен канашĕн председателĕ – Раççей халăх художникĕ ята илнĕ Ревель Федоров тата ытти сумлă хăнасем пуçтарăннă. Республика Пуçлăхĕ А.А. Кокелĕн музей ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, пленэра тăратнă ӳкерчĕксенчен хатĕрленĕ курава пăхса çаврăннă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче искусство ӳнерçисем халăх культурин пуянлăхне тытса пырассипе тата ăна упрассипе пысăк ĕçсем йĕркеление асăннă. «Эсир çĕнĕ талантсене тупса палăртатăр. Тăван çĕрĕн илемлĕхне çĕнĕлле туйма вĕрентетĕр. Çынсенче паттăрлăх туйăмне вăрататăр», - тенĕ Пуçлăх.  Михаил Игнатьев культура çине республика шайĕнче çеç мар, Раççей Правительстви шайĕнче те пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă. «2014 çула Культура çулталăкĕ, 2015 çула – Литература çулталăкĕ тесе йышăнннă.Эпир пурсăмăр та пĕлсе тăратпăр, çак асамлă сăмахсем халăхăн кăмăл-сипет пуянлăхне анлăлатма пулăшаççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Пуçтарăннă сумлă хăнасене Михаил Игнатьев пысăк тав сăмахĕсем каланă. Политика енчен лару-тăру Украинăра аван мар пулин те, паян Чăваш Енпе Украина хушшинчи туслăх вăйлăланса çирĕпленсе пырать. Украинăнран килнĕ хăнана Виктор Ковтуна, Ревель Федорова тата Алексей Кокелĕн мăнукне Николай Сергеева  алла çыхмалли  сехет парса хисеп тунă. Украина художникĕ Виктор Ковтун чăвашри çут-çанталăк тĕнчи илемлĕ пулнине савăнса пĕлтернĕ. Сумлă хăна асăнмаллăх хăй ӳкернĕ ӳкерчĕксене парса чысланă. Виктор Ковтун вĕрентнĕ  Маша Малинина 2013 çулта Чăваш Енре пулнă хыççăн, «Турхан яленчи телпулу» ятлă картинăна парнеленĕ. Асннă уяв мероприятие Чăваш Енре 2007-мĕш çултанпа йĕркелесе ирттереççĕ. Çак тапхăр хушшинче пурĕ мероприятие 70-рен те ытла Раççейпе Украина художникĕсем хутшăнма кăмăл тунă.  Вĕсем пурĕ 700 яхăн картина ăсталаса тăратнă. 2009 çулта раштав уйăхĕнче  И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче А.А. Кокель ячĕпе музей уçăлнă. Пленэра тăратнă картинăсенчен хăшĕ-пĕрисем Германире, Украинăра, Францире тата ытти çĕр-шывсенче те пулнине палăртнă. Кăçал ирттернĕ пысăк мероприятие тĕрлĕ регионсенчен сумлă ӳнер ăстисем пуçтарăннă. Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче  мероприятие пĕтĕмлетсе ятарлă курав тăратнă. Çак кураври ĕçсене Мускава, Хусана, Шупашкарпа Украинăна илсе çитерме палăртса хунă. Тĕплĕнрех



21 июля 2014
08:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter