Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Ельчĕк районне çитсе килнĕ

Утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Ельчĕк районне çитсе килнĕ. Унпа пĕрле Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов тата район администрацийĕн Пуçлăхĕ  Николай Милин пулнă. «Прогресс» акционерсен хупă пĕрлешӳре Чăваш Ен Пуçлăхĕ вырма ĕçĕпе паллашнă. Хуçалăх ертӳçи Петр Скворцов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çĕрсене 5025 га çинче тирпейлесе акса хăварнине асăннă. Асăннă кăтарту пĕлтĕрхипе танлаштарсан 5 процент ытларах. Хуçалăхра шултра мăйракаллă выльăха тата сысна ĕрчетессипе аван ĕçлесе пыраççĕ. Хуçалăхра 1600 пуç шултра мăйракаллă выльăх, 4,5 пин ытла сысна пур. Хальхи вăхăтра выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç хĕрӳ пыратть. Пурĕ 350 тонна утă тата 5250 тонна сенаж хатĕрленĕ. Предприятире ĕçлекен çĕр ĕçченĕсемпе Михаил Игнатьев вырма ĕçĕ çинчен канашланă. Кĕрхи  культурăсене акса хăварма çĕр лаптăкĕсене хатĕрлесси пирки те калаçу хускатнă. «Паян çĕр ĕçенĕн çывăрма вăхăт çук. Эсир мĕнле ĕçленинчен – çулталăк мĕнле пуласси пĕтĕмпех килет», - тенĕ Пуçлăх. Сăмаха май, «Прогресс» районта анчах мар, республика шайĕнче те çирĕп малта пыракан хуçалăх шутĕнче пулнине каланă. «Комбайн» ОООра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уй-хир ĕçĕсене пăхса çаврăннă. Кунта 2735 га çинче культурăсене акса хăварнă. Хуçалăх 187 тонна утă, 2208 тонна сенаж хатĕрленĕ. «Победа» хуçалăхра сенаж хатĕрлессипе тимлеççĕ. Пĕрлешӳ пурĕ 1340 га çинче çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Республика Пуçлăхĕ ял хуçалăх ĕçĕнче вăй хуракансемпе малашнехи ĕçсем пирки канашланă. Вĕсем тирпейлесе кăларакан таварсене ытти регионсене  пысăк сетьсене тăратма  сĕннĕ. «Паян чăнласах та ялта пурăнма меллĕ. Сĕт, аш-какай аван сутăнать. Кам лайăх ĕçлет, вăл яланах лайăх пурăнать», - тесе çирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Энтепе» ОООра ферма ĕçĕпе паллашнă. Кунта хуçалăхра 200 пуç сăвăнакан ĕне. Пĕрлешĕвĕн ертӳçи Андрей Васильев хăйĕн сăмахĕнче пĕлтĕрхи çул юрăхсăра тухнă фермăна çĕнĕрен реконструкци ĕçĕсем йĕркелесе иртернине асăннă. Кунта паян сăвăнакан ĕнесемсĕр пуçне шултра мăйракаллă выльăх пурĕ 275 пуç шутланать. Вĕсене валли çителĕклĕ таран пур услови те пур. Республика Пуçлăхĕ кунта ĕçлекенсене малашне те курăмлăн ĕçлесе пыма вăй-хал суннă. Патшалăх ĕçлес текенсене, вăхăтра пулăшупа тивĕçтернине асăннă. Тĕплĕнрех



21 июля 2014
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter