Çынсен сывлăхне тĕрĕслеççĕ

 «Сывлăх» наци проектне пурнăçласа кăçалхи 6 уйăхра пирĕн районти 9 врачпа 23 медсестра квалификаци пĕлĕвĕ паракан тата ăсталăха ÿстерме пулăшакан курссенче вĕреннĕ. Вĕсенчен 3-шĕ васкавлă пулăшу пунктĕнчи 3 фельдшерпа вăтам сыпăкри 4 ĕçчен.

Çур çулхи тапхăрта 1110 çынна «В» тата «С» вирус гепатитĕнчен тĕрĕсленĕ. Кăçал 3123 çынна диспансеризацилемелле. Вĕсенчен 2236-шĕ пĕрремĕш тапхăрта пулнă (71,6 процент), 1814-шĕ пĕтĕмпех сывлăх тĕрĕслевĕ витĕр тухнă (ку вăл - 58 процент). (Элĕк районĕ)



21 июля 2014
15:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter