Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревпе Патăрьел районĕнче пулнă

Утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревпе Патăрьел районĕнче пулнă. Унпа пĕрле ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ĕçе хутшăннă. Вĕсем «Труд» СХПК çитнĕ, кунти уй-хир ĕçĕсене пăхса çаврăннă. Çĕр улми, тырăпа вика, тулă анисене çитсе килнĕ. «Труд» СХПК ертӳçи Николай Михайлов кăçалхи çул 1591 га çĕре пусă çаврăнăшне кĕртсе хăварнине асăннă. Утă уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне 100 тонна утă, 3470 тонна – сенаж, кĕрхи культурăсене валли 86 га çĕр лаптăкне хатĕрлесе çитернине палăртнă. «Агрофирма «Исток» ОООра республика Пуçлăхĕ сахăр кăшманĕн анине пăхса çаврăннă. Пăрçапа тулă анисене те хак панă. Хуçалăхăн ертӳçи Александр Илюткин акса хăварнă çĕрсен лаптăкĕ 2610 га йышăннине пĕлтернĕ. Хальхи  самантра кĕрхи культурăсене акса хăварма çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе тата выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç пурнăçланнине палăртнă. «Батыревский» акционерсен хупă пĕрлешĕвĕнче пуçтарăннă хăнасем çĕр улмин анине пăхса килленнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патăрьел çыннисем ĕçченлĕхпе ыттисенчен уйрăлса тăнине каланă. Вĕсем ыттисенчен яланах ĕçе малтан тытăннине асăннă. Çанталăк ырлăх парсан, уй-хир ĕçсене вăхăтра вĕçлеме май пуррине палăртнă. Тĕплĕнрех



21 июля 2014
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter