Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе планерка ирттернĕ

Утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тăрăх ĕçлĕ планерка ирттернĕ.  2014 çул пĕрремĕш çур çулта патшалăх тата муниуипалитетсен заказĕсене вырнаçтарнин  малтанхи ĕç кăтартăвĕсем пирки Чăваш Республикин экономика министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ   Инна Антонова тата Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳçи Альбина Егорова тĕплĕн паллаштарнă. Чăваш Республикинчи патшалăх заказĕсене йĕркелесе ирттернипе 2014 çулта 198,6 млн. тенкĕпе е процентпа илсен 12,2 танлашнă. 2013 çулхипе танлаштарсан, конкурентсен йĕрки 9,7 процента çити ӳснĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнгатьев хăш-пĕр уйрăм муниципалитетсенче йĕркене пăснин тĕслĕхсемпе кăмăлсăррăн юлнă. Паянхи канашлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкара ĕçлĕ çул çӳревпе кайса килни çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Хула администрацийĕн ĕçĕпе кăмăлсăр пулнине каланă.  Хулари арендаторсемпе подрядчиксем пуçтарса янă парăмсене каялла тавăрас ыйту кирлĕ пек пурнăçланманнине палăртнă.  ««Парнас» предприятие ТБО объектра ĕçсене пурнăçланă тесе 27 млн.тенкĕ хула влаçĕсем куçарса панă. Унсăр пуçне муниципалитет пурлăхĕпе усă курнишĕн пуçтарăннă парăм – налуксем 34 млн. тенкĕ пухăннă. Пĕтĕмпе 61 млн.тенкĕ кирлĕ-кирлĕ мар суя çынсемшĕн укçа тăкакланă. Яваплăха вара паянхи кун  никам та тытман», - тесе çирĕппĕн асăрхаттарса хăварнă республика Пуçлăхĕ.  Çуллахи шăрăх кунсенче шыва кĕмелли тапхăрта асăрхаттару ĕçĕсене йĕркелесе ирттерни çинчен Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн  председателĕ Вениамин Петров тĕплĕн каласа кăтартнă. Вăл хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Енре ятарласа шыва кĕмелли вырăнсем -19, унсăр пуçне 15 пляж хута янине асăннă.Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 27 шывра инкек пулнă тĕслĕхе тупса палăртнă. 21 çын путса, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă, вĕсенчен 7 ача. 14  шывра путнă аслă çынсенчен - 13-шĕ ӳсĕр пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хула, районсен администраци пуçлăхĕсене асăннă ыйтăва çирĕп тĕрĕслесе тăмаллине хушса хăварнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова «çул –йĕр карттисем» валли йышăннă ĕç планĕпе паллаштарнă.  Сăмаха май, министр Чăваш Республикине Ростов облаçĕнчен Украинăран тарса килнĕ тепĕр ушкăн çинчен каласа кăтартнă. Вĕсем пурĕ 21 çын, çав шутрах ултă ача. Пурне те хăна çуртне вырнаçтарма май килнине пĕлтернĕ.  

 



21 июля 2014
14:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter