Элĕк районĕ: ялти çамрăксене - патшалăх пулăшăвĕ

Райадминистрацин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лидия Никитина çамрăк çемьесен тата ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăк специалистсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма уйăракан социаллă тÿлев свидетельствисене панă.

Çак хаклă хутсене Е.Ильина хресчен-фермер хуçалăхĕн водителĕ Николай Ильин, «Агрофирма «Рабия» тулли мар яваплă общество ĕçченĕ Елена Димитриева, Мăн Ямаш шкулĕн вĕрентекенĕ Ирина Ильдер, «Новинка» магазин сутуçи Елена Якимова, Ураскилт шкулĕн вĕрентекенĕ Алевтина Лаврентьева, «Новый путь» ял хуçалăх кооперативĕн ветеринари врачĕ Владимир Егоров, Элĕк шкулĕн вĕрентекенĕ Вера Терентьева тивĕçнĕ.

Свидетельствăсене алла тыттарнă май, Лидия Михайловна çакăн пек социаллă тÿлевсем ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăк çемьесемшĕн пысăк пулăшу пулнине палăртнă.



21 июля 2014
15:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter