Канаш районĕ: усăллă кану пурне те килĕшрĕ

Çĕнĕ Шелттем ял тăрăхĕнчи «Культурăпа библиотека аталану центрĕнче» ĕçлекенсем çуллахи каникулта ачасен пушă вăхăтне усăллă ирттерме пулăшаççĕ. Акă иртнĕ канмалли кун илемлĕх ертуçи Григорьева А.С. хăй тавра ачасене пухрĕ. Центр умĕнчи лапам ачасене выляма питех те меллĕ. Унта тĕрлĕ тĕслĕ мелсемпе ÿкерме те, велосипедпа ярăнма та, футболла выляма та пулать. Ачасем виçĕ ушкăна пайланчĕç: 10-13 çулхи хĕр ачасем илемлĕ ташă вĕренчĕç, 2-7 çулхи ачасем асфальт çинче ÿкерчĕç. Кайран Алена Сергеевна илĕртнипе пурте пĕрле футболла вылярĕç. Вăйă  арçын ачасен команди хĕр ачасен командине çĕнтернипе вĕçленчĕ. Усăллă кану пурне те килĕшрĕ. Ачасем тепĕр канмалли кун татах та килетпĕр, тесе килĕсене саланчĕç.



22 июля 2014
11:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter