Вăрнар районĕ: ěлěкхине аса илсе чǎвашла туй кěрлеттерчěç Çавалкасра

Çак çуллахи ǎшǎ та илемлě кунсенче пур çěрте те тенĕ пекех туйсем кĕрлени савăнтарать. Çĕнĕ çемье çурални пурнăç малалла аталаннине пĕлтерет. Хальхи вăхăтра туйсене ытларах кафе-столовăй таврашĕнче ирттерни йǎлана кěчě темелле ěнтě. Паллах, кун пек ансатрах, анчах яланах пěр пек ирттерни йǎлǎхтарать. Ĕлĕкхи йăла-йĕркепе сахалтан та виçĕ куна пыракан чăваш туйне йĕркелесе ирттерекенсем çукпа пĕрех халĕ. Çапах та тамада тытса столовăйсенче туй тунă хушăрах чǎваш туйěн йăли-йĕркине тăвакансем те пур. Акă иртнĕ эрнере Çавалкас каччипе, Леонид Мокшинпа Пǎртас ялěнче çуралса ÿснě Анастасия хăйсен юратăвне çирĕплетсе çемье çавăрчĕç. Çамрăксен çывăх çыннисем, тăванĕсемпе тус-юлташĕсем туй кĕрекине пухăнса савăнчĕç, мăшăра телей сунчĕç. Тĕрĕллĕ чăваш кĕписем тăхăнни, илемлĕ саппунпа хĕрес çакки çакни пурин кăмăлне те кайрĕ. Туй арăмĕсем купăс кĕввипе чăвашла ташлани те, хăйматлăхсене çĕклени те çамрăк çемьен пĕрремĕш уявне сăн кĕртрĕ. Çамрăксене асатте-асаннесен йăли-йĕркине упрама аслисен вĕрентсе пымалла. Леонидпа Настя туйĕнче чǎвашсен мěн ěлěкрен пыракан йăли-йĕркине туса ирттернинче çĕнĕ çынсен ашшĕ-амăшĕн тỹпи пысăк. Туйсене пĕтĕмпех чăвашла ирттермесен те ĕлĕкхи йăла-йĕрке саманчĕсене кĕртни питĕ аван.



22 июля 2014
10:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter