Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Красноармейски районĕнче пулнă

 Утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Красноармейски районĕнче пулнă. Унпа пĕрле Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Ивановпа тата Чăваш Республикин  конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳçи Альбина Егоровăпа Чадуккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлу паракан тĕп шкула çитсе килнĕ. Шкул директорĕ Галина Игнатьева хăйĕн сăмахĕнче, 2012-2013 çулсенче пĕтĕмĕшле вĕрентӳ тытăмне модернизацилес комплекслă программăпа килĕшӳллĕн юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттернине асăннă. Шкулти мĕн пур вĕрентӳ хатĕрĕсене çĕнетсе ылмаштарнă, ăна валли республика бюджетĕнчен 1,8 млн.тенкĕллĕх тăкакланнине палăртнă. Вырăнти хыснаран 1,8 млн.тенкĕ ытларах кайнă. 2013 çулта шкул çулне çитмен ачасене валли уйрăм ушкăн хатĕрленĕ. Ача садне 20 шăпăрлана вырнаçтарма май пур. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ ял хуçалăх министрĕ Сергей Павловпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михваил Игнатьев «Красное Сормово» ООО çитсе паллашнă. Хуçалăхра 250 пуç выльăха вырнаçтармаллăх ферма хăпартаççĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле объекта ĕçе кĕртсе хăварас шухăшлă. Ĕçлĕ çул çӳреве вĕçленĕ май, хăнасем район администрацийĕн залĕнче социаллă экономика аталанăвĕн пĕрремĕш çур çулти ĕç кăтартăвĕсене  тишкерсе тухнă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче республикăн Правительство членĕсем тăтăшах мĕн пур районсемпе хуласене çитсе килнине палăртнă. Халăхпа курнăçаççĕ, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлеççĕ, сĕнĕвĕсене шута илеççĕ. «Пирĕн, чăнласах та йывăрлăхсене вырăнтах татса пама пĕлмелле. Лайăх пурăннине нимĕн те çитместь. Çынсем ыррине çеç кĕтеççĕ, ыранхи куна шанса пурăнаççĕ. Çак ĕçсене йĕркелеме районăн пур май та çителĕклĕ таран», - тесе палăртса каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ района пур хуçалăхра та вырмана тухманнине палăртнă. Çулсем айăккинчи хыт хурасене тирпейлеменнине, тавралăха тирпей-илем кӳртес ыйтăва кирлĕ пек шайра пурнăçламаннишĕн ӳпкелешсе илнĕ. «Эпир, пурсăмăр та еплерех ĕçленинчен, республикăн пуласлăхĕ пĕтĕмпех килет «, - тенĕ Пуçлăх. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа район администрацийĕн Пуçлăхĕ Андрей Шестаков тухса калаçнă.  Калаçу самантĕнче уйрăм хăш-пĕр хуçалăхсенче ĕç укçин шайĕ пĕчĕк пулнин сăлтавĕ çинчен сӳтсе явнă.  Пуçтарăннисем сĕт хакĕ пирки, ял хуçалăхне аталантарасси тата ытти йывăрлăх кăларса тăратакан актуаллă ыйтусене те хускатнă. Тĕплĕнрех



22 июля 2014
08:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter