Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ видеоконференцие хутшăннă

Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ видеоконференцие хутшăннă. Кун йĕркинче Украинăран Донецк тата Луганск облаçĕсенчен тарса килнĕ çынсене Раççей территорийĕсене вырнаçтарасси пирки ыйтăва пăхса тухнă. Премьер-министр Федерацин миграци служби пĕлтернĕ тăрăх, РФ территорийĕнче 144 пине яхăн çынна шута илнине палăртнă. Граждансем ĕçе вырнаçма ĕç хучĕсене йĕркене кĕртсе çитерес ыйтупа асăннă службăна пынă.  «Пирĕн патне, ахаль те Украинăран ĕçлеме килес текен çынсем сахал мар килеççĕ, анчах та, çак 144 пин çынна ĕç вырăнĕ кăсăклантарман, вĕсем нушаран тарса хăтăлнисем», - тесе палăртнă Дмитрий Медведев. Чикĕ хĕрринче вырнаçнă регионсем палăртнă ыйтупа пĕтĕмпех ĕçлеймĕç. Тата тепĕр тесен, кĕçех сив кунсем – кĕркуннепе хĕлле çывхарса килет. Граждансене, палаткăсенчен ăшă пӳлĕмсемпе тивĕçтерме тăрăшмалла.  Куçса килнисене Раççей Федерацийĕн ытти субъекчĕсенче çак сĕнӳсене шута илсе, май килнĕ таран çынсене кирлĕ пек çурт-йĕрсене вырнаçтармалла.  Хăрушлăхран тарса килнĕ çынсене вăхăтлăха вырнаçтарма регионсене пулăшу парасси пирки çĕр-шыв Правительстви йышăну хатĕрлени çинчен пĕлтернĕ Дмитрий Медведев. Бюджетра пăхса хăварнă укçа 3,5 млрд  ытла. Унсăр пуçне Раççей ФМС Украина гражданĕсене вырнаçтарма йĕркелӳ ĕçĕсене валли 780 млн. тенкĕ палăртнă. Федерацин миграци службин ертӳçи Константин Ромодановский хăйĕн сăмахĕнче Украина халăхĕ пирĕн патра (Крымрисене палăртмасăр) нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕпе илсен, 30 процент ытла ӳснине, ачасене икĕ хут та ытла шута илнине асăннă. Паян Раççейре пурĕ 1,96 млн. çын Украинăран килнисем. Ака уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа Украинăн кăнтăр Хĕвел тухăçран  пирĕн пата куçса килнисем 515 пин çын, 80 процент патне халăх чикĕ хĕрринче вырнаçнă.  Федерацин миграци службин Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, утă уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне 345 Украина çыннине шута илнĕ. Вĕсенчен 226 гражданĕ ĕçлеме пултараканнисем, 43 – шкул çулне çитмен ачасем, 52 ача шкула каяканнисем. Миграци службин ĕçченĕсем çынсене асăннă пунктра йышăнаççĕ, вĕсене Чăваш Ен влаç органĕсем куллен кирлĕ япаласемпе тивĕçтерме тăрăшаççĕ: тум-тирпе, гигиена хатĕрĕсемпе, эмелсемпе, кунне виçĕ хут вĕри апат çитереççĕ.  Украинăран тарса килнĕ çынсенчен 260-шĕ пурăнма çурт-йĕр ыйтăвĕсене Чăваш Республикин УФМС тăратнă. Пирĕн тăрăха куçса килнисем, хăйсен ирĕкĕпе тăванĕсем патне те пурăнма куçаççĕ.  Хăшĕсене «Контур» тата «Санаторий «Чувашия-курорт» çуртсене вырнаçтарнă. Вĕсене медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерме  ятарласа уйрăм ушкăн хатĕрлесе тăратнă.  Чăваш Енри ĕçлес служби вакансисен ятарлă банкне хатĕрленĕ: унта пĕтĕмпе 1503 ĕç вырăнĕ, çав шутран 651-шĕнче пурăнмалли кĕтеспе те тивĕçтерĕç. Çĕнĕлĕхсене тăтăшах Чăваш Республикин официаллă сайтĕнче тата ĕçпе тивĕçтерекен  службăн сайтĕнче те  вуласа пĕлме май пур.   Утă уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне Украинăран килнĕ çынсенчен 22-шĕ вĕренӳ организацийĕсене ĕç хучĕсене тăратнă, 6-шĕ ача садне, 14-шĕ  - пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ илме, 2-шĕ професси илме ирĕк паракан учрежденисене. Вĕсенчен  20-шне шкулсене илнĕ те. Тата иккĕшĕ професси илес текеннисем, утă уйăхĕн 25-мĕш хыççăн  вĕренме куçĕç. Тĕплĕнрех



22 июля 2014
16:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter