Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

 

 Утă  уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Правительствин Председателĕ Иван Моторин Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Ларура Чăваш Республикинче ял хуçалăхне аталантарассипе çыхăннă Саккун проектне пăхса тухнă.  Пухăннисем проекта ырласа хăварнă. Асăннă ĕç хутне Федерацийĕн саккунсенче çырнă право нормисене пăхăнса йĕркеленĕ. Палăртнă ĕç хучĕпе килĕшӳллĕн, ăна вăя кĕртме республика бюджетĕнчен  (2014-2020çç) пурĕ 9 563 251 пин тенкĕ кирлĕ пулĕ. Укçа-тенкĕне республика бюджечĕ çинчен калакан саккуна пĕтĕмпех йышăнса хăварнă. Ларăва пухăннисем, административлă комисси çинчен калакан Чăваш Республикин Саккунне çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварни çинчен калакан проекта ырланă. Чăваш Республикин Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви çумĕнчи «ЮНИТЭКС» ачасене хушма пĕлӳ паракан центра, Атăлçи федераллă округпа Раççей Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич сĕнĕвне шута илсе, çĕнĕрен палăртнă учрежденийĕн ятне, çарпа патриотизм воспитание парас тата граждансене çара хатĕрлеме пулăшакан центр теме йышăннă.  Паянхи ларура кăвак çулăма кĕртес енĕпе йышăннă 2012-2014 çулсем валли республика программине çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнă. Ĕç хучĕ республикăри хăш-пĕр муниципалитетсенче пурăнакан нумай ачаллă çемьесене валли уйăрнă çĕр лаптăкĕсенче газификаци кĕртсе хăварма ирĕк парĕ.  Çамрăксене хваттерпе тивĕçтерес ыйтăва та тишкернĕ. Çамрăк учительсене çут-йĕр лаптăкĕсене ӳстерме ипотека пулăшăвне илме тата хваттерĕн пĕтĕмĕшле хакĕнчен малтанласах 20 процентне çеç тӳлеттерме палăртнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче кун йĕркине кĕртнĕ пур ыйтăва та пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



23 июля 2014
16:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter