Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç кунне Улатăрта ирттернĕ

Утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Улатăр хулинче пулнă. Республика Пуçлăхĕ хулари Тĕп больница ĕçĕпе паллашнă. Учрежденийĕн тĕп врачĕ Юрий Боголюбов хăйĕн сăмахĕнче хĕр арăмсене ача çураттармалли уйрăм пирки чарăнса тăнă. Акушерпа гинекологи больница районпа хула хушшинчи центр шутланать. Асăннă çуртра йывăр çынсене, хĕр арăмсене  сĕнӳсем памалли ятарлă пӳлĕм те пур. Ятарлă сертификатпа килĕшӳллĕн çурта пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан медицина хатĕрĕсене вырнаçтарнă. Эмельсем те çителĕклĕ. Центрăн тĕп врачĕ Юрий Боголюбов палăртнă тăрăх, çуралакансен хисепĕ районпа хулара ӳсет. Хĕр арăмсемсене ачасем çураттаракан уйрăмра пысăк  квалификациллĕ врачсем ĕçлеççĕ. Ăнсăртран пепкесем пурнăçне татнă тĕслĕхсем те ку тăрăхра юлашки вăхăтра пачах та пулман. Чăваш Ен Пуçлăхĕ больницăра ĕçлекен врачсемпе тата çăмăлланнă хĕр арăмсемпе тĕл пулса калаçнă. Медицина пулăшăвĕпе лайăх тивĕçтернине палăртнă,  Михаил Игнатьевпа калаçăва хутшăннисем. Хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ хулара вырнаçнă «Алатырьторгсервис» предприятийĕн ĕçĕпе кăсăкланнă. Палăртнă объектра çынсене таварсем сутма пурĕ 800 ятарлă вырăн хатĕрленĕ. Палăртнă пасар вырăнĕ 27 пин.кв.м. йышăнать. Пурне валли те кирлĕ пек условисем çителĕклĕ таран. Хальхи вăхăтра, пасарăн тупăшне кура, икĕ хутлă çĕнĕ объект хута ярассипе тимлеççĕ, унăн лаптăкĕ 1 500 кв.м.  Пур павильонсенче газ кĕртесси пирки шухăшлаççĕ. Республика Пуçлăхĕ кунти ассортиментпа паллашнă, чăвашсен таварĕсем пур е  çуккине пăхса çаврăннă. Улатăрсем, нимĕн пытармасăр, чăваш таварĕсене ытларах халăх ыйтнине каланă. Республика Пуçлăхĕ тавар сутакансене ытларах Чăваш Енре калăпланса тухакан пахалăхлă çимĕçе сутма сĕнсе хăварнă. Пасар çывăхĕнче республика Пуçлăхĕпе хула халăхĕ тĕл пулнă. Пухăннисем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсем пирки калаçу хускатнă. Халăха ванса пĕтнĕ çулсем, çурт-йĕр ыйтăвĕсене вăхăтра татса паманни, çуртсен тăррисем юрăхсăра тухни, районти  больницăна хăш-пĕр специалистсем патне кĕме йывăр пулни, тавралăха тирпей илем кӳртесси тата та нумай ыйтусем пăшăрхантарнă. Асăннă пур ыйтăва та Чăваш Ен Пуçлăхĕ çирĕп тĕрĕслеве илнĕ. Республика Пуçлăхĕ Тĕп вулавăш ĕçĕпе те кăсăкланнă. Асăннă учрежденийĕн тытăмĕнче 5 библиотека шутланать. Муниципалитетăн Тĕп вулавăш ертӳçи Ирина Благовидова хăйĕн сăмахĕнче çулталăк çурăра 127 ватă çын  компьютер ĕçне вĕреннине, кăмăл пуррисене валли тĕрлĕ клубсем пуррине палăртнă. «Вода» пĕрлешӳ таса ĕçмелли шывпа тивĕçтерессипе тимлет. Республика Пуçлăхĕ предприятири хатĕрсене пăхса çаврăннă.  Чăваш Енре Улатăр пĕртен пĕр хула тăрса юлнă, ăçта шыва хлор шĕвекĕпе тасатаççĕ. Ытти предприятисем республикăра пур те  гипохлорит натрипе усă кураççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çулталăк вĕçлениччен асăннă ыйтăва кирлĕ пек йĕркене кĕртсе хăварма сĕннĕ. «Стрелка» микрорайонта пурăнакансемпе, çурт таврашĕсене тирпейлесси, тĕпрен юсав ĕçĕсем ирттересси ыйтусене хускатнă. 34-мĕш çуртра пурăнакансем, хăйсен ирĕкĕпе çурта тирпейленĕ. Çуртăн таврашне илем кӳртнĕ. Хулан сăн-сăпачĕ кулленех ырă енне улшăнса пырать. Кун пирки савăнса пĕлтернĕ пуçтарăннă халăх. Республика Пуçлăхне, хулашăн пысăк витĕм кӳнишĕн чĕререн тав сăмахĕсем каланă. Михаил Игнатьев 4 çул каялла, Сура урлă каçма йĕркеленĕ кĕпере тишкернĕ. Юхан шывăн суллахай енчи юхăнса, ишĕлсе тăракан çырана пăхса çаврăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ 15-мĕш номерлĕ ача садне те çитсе килнĕ тата «Лабиринт» центр ĕçĕпе паллашнă. 2013 çулта Улатăрта тăватă ача сатĕнче пурĕ 4 ушкăн йĕркеленĕ, 95 ачана  вырнаçтарма ирĕк туса панă. Халĕ хулара çĕнĕ садик уçассипе ĕçлеççĕ. Строительство ĕçĕсем графикпа килĕшӳллĕн  аван пыраççĕ. Объекта хута ярсан, шкул çулне çитмен ачасене вырнаçтарас ыйту пĕтĕмпех татăлать. «Лабиринт» центра пĕтĕмпех çĕнĕрен реконструкци туса ирттернĕ. Унăн территорийĕнче 18 арендатор вырнаçнă.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ  Улатăрта  пурăнма юрăхсăра тухнă аварийлĕ çуртсенчен граждансене куçарас программа еплерех  пурнăçланнипе кăсăкланнă.  Горький урамĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ 4-мĕш çуртра пурăнакан çынсемпе тĕл пулса калаçнă, вĕсен ыйтăвĕсене итленĕ, сĕнĕвĕсене шута илнĕ. Палăртнă программăна хулара 2017–мĕш çул тĕлне вĕçлеме палăртса хунă. Республика Пуçлăхĕ хутса ăшăтмалли котельнăйĕн строительство  ĕçне пăхса çаврăннă. «Сельский комфорт»  пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Владимир Фондеркин предприятийĕн ыйтăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Çĕнĕрен çĕкленсе ларакан объект нумай хваттерлĕ 5 çурта ăшăтса тăма шантарать. Герц урамĕнчи котельнăй вара нумай хваттелĕ 6 çурта ăшăпа тивĕçтерĕ. Паянхи кун тĕлне Улатăрти 18 котельнăйĕнчен 4-шне çеç юсав ĕçĕсем йĕркелесе çитереймен. «Юмах» ачасен кану паркĕнче çынсемпе тĕл пулсан, вĕсем Пуçлăха спортпа туслă пулнине пĕлтернĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пынине каланă. Тĕл пулнисем кану паркĕнче кинотеатр уçма ыйтаççĕ.  Республика Пуçлăхĕ кунта пурăнакансене хула пурнăçне хутшăннишĕн тав сăмахĕ каланă. «Эпĕ чăнласах та туятăп, эсир хăвăрăн хулана питĕ юрататăр. Ăна тата та лайăхрах  илемлетессишĕш тăрăшатăр», - тесе палăртса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Тĕплĕнрех



23 июля 2014
18:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter