Муркаш районĕ: Оринин ял хуçалăхĕнче вырма ĕçĕсем пуçланчĕç

«Тырă пулсан чăваш пуять» тенĕ ваттисем. Чăнах та, тырă епле пулса çитни тата ăна вăхăтра вырса кĕртесси кашни çыннах хумхантарать ĕнтĕ. «Тырă пулсан - хырăм тутă» каланипе те килĕшмесĕр май çук. Сĕтел çинче çăкăр пулмасан пирĕншĕн пурнăç савăк мар. Кашниех кулачăпа тĕрлĕ булка, премĕк-печени, икерчĕ, кукăльсем çиме юратать.

    Кĕрхи тулă – питĕ усăллă та паха культура. Тĕш тырă клейковинăллă белоксемпе тата ытти тутлăхлă япаласемпе пуян. Çавăнпа ăна çăкăр пĕçернĕ çĕрте, кондитерскисенче, кĕрпесем, макаронсемпе вермишельсем тата ыттисене хатĕрленĕ çĕрте анлă усă кураççĕ.

   Ĕнер, утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Оринин ял хуçалăхĕ пĕрремĕш вырма ĕçĕсене пуçларĕ, кĕрхи культурăсене пухса кĕртме тытăнчĕ. Çанталăкĕ питĕ ырă. Комбайнерсен ĕçе пуçăнма техники те хатĕр ĕнтĕ. СПК «Оринино» столовăйĕнче вăй хуракан  Тамара Геннадьевна Михайлова уя тутлă апат-çимĕç пĕçерсе тухрĕ. Повара Василий Николаевич Захаров водитель кăнтăр апатне кирлĕ çире вăхăтра илсе çитерме пулăшрĕ. Кунта çăкăр-тăвар та, техĕмлĕ кукăль те, компот тата ытти те.

    Оринин хуçалăхĕнче нумай çул хушши ырми-канми тăрăшса ĕçлекен хисеплĕ комбайнер Ростислав Витальевич Ильин тата ăна пулăшаканĕ Андрей Николаевич Вязов «Енисей-1200» комбайнпа вырма ĕçне пуçларĕç. Вĕсем хыççăн «Восток» ял хуçалăхĕнчен пулăшма килнĕ хастар комбайнер Сергей Валерианович Наумов тата Василий Юрьевич Уткин «Енисей-1200» комбайнĕпе ĕçе пикенчĕç. Акă, Иван Алексеевич Ершов водитель те тырă пуçтарса çапнă тырра турттарма хатĕр тăрать.

    Паллах, тырра пуçтарса кĕртесси - çăмăл ĕç мар. Кунта нумай-нумай çын тăрăшса ĕçлет. Тырра пухма ырă çанталăк,  савăк кăмăл, вăй-хăват сунатпăр çĕр ĕçченĕсене! Тăрăшса ĕçлесен, вара, хăвăрах пĕлетĕр, сĕтел çинче яланах ăшă çăкăр пулĕ.

 



23 июля 2014
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter