Республика Правительстви хăй çине илнĕ яваплăха яланах кирлĕ пек туллин пурнăçлать

 Утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăрта ĕçлĕ визитпа пулнă, хулан социаллă экономика аталанăвĕн пĕрремĕш çур çулти ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе çыхăннă канашлăва хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ çакăн йышши тĕл пулусене йĕркелессе ирттернин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине каланă, халăхăн шухăш-кăмлĕ çинчен ытларах пĕлнине пĕлтернĕ. Пĕтĕмĕшле палăртса калас пулсан, республикăри хуласемпе районсем куç кĕретех аван аталанса пыни сисĕнет. Врачсен, шкулта ĕçлекенсен шалу укçи ӳссе пырать. Халăхăн пурнăç шайĕ çирĕпленсе лайăхланать. «Паллах, пурин те ĕçсене кĕске вăхăт хушшинчех ырă енне улăштарас килет. Кун пек пур чухне те май çук. Республика Правительстви хăй çине илнĕ яваплăха кирлĕ пек пурнăçласа пырать», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.  Улатăрта пурăнакансем хăйсенчен мĕн кирлĕ пек ĕçсене май пур таран пурнăçлаççĕ. Çуртсен таврашĕсене илемлетеççĕ, тавралăха тирпей илем кӳрессишĕн тăрăшаççĕ. Сăмаха май, пухăннисене пурне те хула илемĕшĕн тăрăшса ĕçленишĕн тав сăмахĕ каланă Пуçлăх. Пур-пĕрех хулара ал çитмен вырăнсем те тăрса юлнă. Йывăç тĕмисене илемлетсе тирпейлемен, машинăсем газонсем çинче лараççĕ. Çак тĕслĕхсем, ватă та сумлă хулан сăн-сăпатне пăсаççĕ.  Михаил Игнатьев пурăнакансене активлăрах ĕçлеме сĕнсе хăварнă. «Пур чухне те укçа-тенкĕ çитсе пымасть, анчах та йĕркене çирĕп тытса пыма пĕлмеллех», - тесе чĕнсе каланă. 2014 çул утă уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне Улатăр администрацийĕн тата ăшăпа тивĕçтерекен организацийĕсен çут çанталăк газĕпе усă курнишĕн 36,2 млн. тенкĕ парăм пуçтарăнса кайнă. Улатăрти ЖКХ организацийĕн  электроэнерги парăмĕ 51,7 млн. тенкĕ пухăннă. Халăхăн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемпе усă курнишĕн 2014 çул çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне  49,1 млн. тенкĕ парăм. Республика Пуçлăхĕ Улатăр хулин адмнистрацине асăннă ыйтусене çирĕп тĕрĕслесе тăрса йĕркене кĕртме каланă.  Хулара, çĕрсене арендăна илнисем, вăхăтра пурлăхпа усă курнишĕн укçа тӳлеменни сисĕнет. Айăплисенчен парăмсене судпа шыраса илмеллине асăрхаттарса хăварнă. 2014 çул утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне парăм 2,7 млн. тенкĕне çитнĕ. Хулан социаллă экономика аталанăвĕн ĕç кăтартăвĕсемпе администраци пуçлăхĕ Михаил Марискин паллаштарнă.  Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн доклатĕнче Улатăрта ĕçлекен предпринимательсем çынсене ĕç укçине конвертсемпе панине палăртнă. Сăлтавĕ, каламасăрах паллă, ĕç укçин виçи пĕчĕк пулни. Республикипе илес пулсан, юлашки 10 çул хушшинче предпринимательсен хисепĕ самаях ӳснине асăннă. Ку кăтарту пирĕн тăрăхра бизнеса аталанма лайăх майсем пуррине çирĕплетет. Михаил Игнатьев ку хутĕнче те хулара аптекăсенче спирт пур эмельсене нимĕнле йывăрлăхсемсĕрех сутни пирки чарăнса тăнă. «Про-город» хаçат журналистне Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Фармация» аптекăна çитсе килме сĕннĕ. Палăртнă аптека ыттисенчен пĕрремĕш «фанфуриксем» сутманни пирки пĕлтернĕ. Анчах та, калани кăлăхах. Кирлĕ мар шĕвеке пур пĕрех сутаççĕ. Тĕслĕхе журналистсем курса тĕлĕннĕ. «Аптекăсене халăха усăллă эмельсемпе тивĕçтерме хута янă, çакнашкал усал шĕвеке сутмалла мар», - тесе çирĕппĕн асăрхаттарнă республика Пуçлăхĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - строительство министрĕ Олег Марков уйрăм категорире тăракан граждансене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйту çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳçи Альбина Егорова хăйĕн сăмахĕнче 2014 çул утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ЖКХ тарифĕсем ӳсни пирки калаçнă. Ĕçлĕ канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, республика Пуçлăхĕ хулан администрацийĕ умне çивĕч ыйтусене тăратнă, вĕсене вăхăтра татса пама хушса хăварнă. «Чи малтанах çулсене юсав ĕçĕсем йĕркелесси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла, сывлăх сыхлавĕпе ЖКХ ыйтăвĕсене те куçран вĕçертмелле мар. Улатăрта халăх тăратнă ыйтусене пурне те тĕрĕслеве илнĕ. Кашни ыйту çине тĕплĕн хурав пулĕ. Çынсен пĕлсе тăмалла, эпир паян улатăрсемшĕн ĕç кунне ахаль ирттерменнине», - тесе пĕтĕмлетсе каланă Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



24 июля 2014
08:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter