Элĕк районĕ: ял çынни ĕçлесе ывăнна хыççăн та çемçе пукан çине ларса канма васкамасть

Тури –Выла çыннисем яланах ĕçченлĕхпе палăрнă. Ял çынни ĕçлесе ывăнна хыççăн та çемçе пукан çине ларса канма васкамасть. Вăл ял пуçĕнчи лапама футбол тата волейбол выляма васкать. Ачасем те, мăнаçланнисем те хĕвĕшеççĕ кунта. Кăçал Тури–Выласене чăннипех те савăнăç парнелерĕ Юдин Николай Георгиевич. Вăл ачасене выляма футбол тата волейбол площадкисем туса пачĕ. Куракансене лармалли вырăн та пур. Хăй те ачасемпе тухса футбол выляма юратать. Ку спорт площадкине тунă çĕрте Юдинсен çемьи ытларах вăй хучĕ. Юдин Николай, Алексей, Александр, Дима, Настя тата ытти ялти ачасене те явăçтарчĕç. Кунта халь ачасем кÿршĕ ялсенчен те кильсе çÿреççĕ. Каç кÿлĕм ял-йыш йышлăн пуçтарăнать.



24 июля 2014
16:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter