Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Суту-илÿ ĕçченĕсен кунӗ ячӗпе саламлани

 

Чăваш Республикин суту-илÿ тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Суту-илÿ – халăхăн пурнăç тивĕçтерĕвĕн пĕлтерĕшлĕ сфери тата Чăваш Ен экономикин йĕркеллĕ аталанса пыракан отраслĕсенчен пĕри. Унта республикăра пурăнакан 50 пин ытла çын ĕçлет.

Республикăра суту-илÿ организацийĕсен шучĕ çултан çул пысăкланса, вак тавар çаврăнăшĕ пĕр вĕçĕм ÿссе пыраççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ. Çав вăхăтрах пахалăх улшăнăвĕсем те палăраççĕ: халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен илĕртÿллĕ çĕнĕ мелсем ĕçе кĕреççĕ, сервис лайăхланать, таварсемпе пулăшу ĕçĕсен ассортименчĕ пуянланать. Суту-илÿ ĕçченĕсен ăсталăхĕпе ят-сумĕ, пултарулăхĕ ÿсет, вĕсем туянакансем тĕлĕшпе ырă кăмăллăрах тата тимлĕрех пулса пыраççĕ, хăйсен тивĕçĕсене тăрăшарах пурнăçлаççĕ – çакă нумай чухне Чăваш Енре пурăнакансен кăмăлĕпе социаллă хăй туйăмлăхне витĕм кÿрет.

Влаç органĕсем, суту-илÿ предприятийĕсем тата общество организацийĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса тухăçлă ĕçленĕрен республикăра потребительсен прависем шанчăклăн хÿтĕленеççĕ. Çав вăхăтрах кÿрекен пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕ паянхи кун ыйтнине тивĕçтертĕр тесен тата нумай ĕç пурнăçламалла-ха. Республикăн суту-илÿ сферин ĕçченĕсем хăйсен умĕнчи тĕллевсене ăнăçлă татса парасса шансах тăратăп.

Сире çирĕп сывлăх, тав сăмахĕ калакан туянакансем, телей тата ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                   М.Игнатьев



25 июля 2014
09:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter