Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев право йĕркине тивĕçтерекен Координаци канашĕн анлă ларăвне ирттернĕ

Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев право йĕркине тивĕçтерекен Координаци канашĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче пахалăхлă таварсене калăпласа кăларакан, хамăр тăрăхри предприятисене ытларах тимлĕх уйăрмаллине асăннă. «Пирĕн паллах, таварсем туянакансене яланах хӳтĕлемелле, пахалăх енчен пысăк шайра калăпласа кăларакан тӳрĕ кăмăлпа ĕçченсене те ырă ĕçпе витĕм кӳме тăрăшмалла», - тесе палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ. Алкоголь тата спирт пур шĕвексене йĕркелесе пăхса тăракан саккунсене кулленех республика Правительстви çирĕп пăхăнса тăнине каланă. Вăл çавăн пекех, аптекăсенче ăçта спирт пур шĕвеке, халăха тивĕçтерессине прахăçласси пирки ĕç хутне ал пусса çирĕплетни çинчен аса илтернĕ. Анчах та пурнăçра, пур чухне те ĕçсем кирлĕ пек пачах пулса пыманни пирки пăшăрханса пĕлтернĕ. «Паян патшалăх е пайăр аптека сечĕсен калаçса килĕшнĕ пек ĕçе йĕркелеменни сисĕнет. Вĕсен халăха сипленме пулăшакан эмельсене сутмалла. Çын сывлăхĕшĕн сиенлĕ  им-çама сутса, тупăш илесси пирки шутламалла мар.  «Фанфуриксем», туянма кăткăс мар пачах та. Анчах та çак шĕвекпе халăх хăй сывлăхне аптратать çеç. Кайран пурнăçра  çемьешĕн пысăк тăкак тухса тăрать. Мĕншĕн тесен, çак шĕвеке ĕçсе наркăмăшлансан, çынна сыватма пысăк укçа-тенкĕ тăкакланать. Çавăнпа та кун пирки пурин те лайăх шухăшламалла», - тесе асăрхаттарса каланă Республика Пуçлăхĕ. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн доклатĕнче, кăçалхи çур çулта халăха сутма юраман,  38 тĕрлĕ ятлă 7 пине яхăн эрех кĕленчине пăрахăçланине асăннă. Йĕрке пăснă тĕслĕхсене 50 суту-илӳ объекчĕсенче тупса палăртнă. Каçхи вăхăтра, палăртнă вăхăт иртнĕ пулсан, эрехе сутма юраман тĕслĕхсем те тупăннă. Хăшĕ-пĕрисен лицензирен те уйрăлма тивнĕ. Çакнашкал тĕслĕхсем 4 организацире пулнă.  Министр палăртнă тăрăх, тĕрĕслевсем йĕркелесе ирттерни, уйрăм çитĕнӳсем тума пулăшнине каланă. Калăпăр, республикăна халăха сутма юраман эрех шĕвеке илсе килме пăрахăçланă. Усал эрехе ĕçсе наркăмăшланакансен хисепĕ курăмлăнах чакни те çакнах çирĕплетсе парать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ эрех-сăра таврашне хамăр тăрăхра калăпласа кăларакан предприятисене пахалăха çухатмасăр, çивĕчрех ĕçлеме сĕннĕ. Енчен те ăнсăртран кăлтăксем сиксе тухас пулсан, ĕç тăвакан влаç органĕсенче, право йĕркине пăхса тăракан службăсемпе тата ытти вырăнти ертӳçĕсен яланах  кирлĕ пек йышăнусем тума пулăшакан ĕç йĕркине çирĕплетнĕ.  Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Андрей Тимофеев хăйĕн сăмахĕнче утă уйăхĕн 2-мĕшĕнчен çĕнĕ Федераци саккунĕ вăя кĕни çинчен чарăнса тăнă. Асăннă ĕç хучĕ Раççей Федерацийĕн кашни субъектĕнче халăх дружинсен реестрне йĕркелемелли çинчен палăртать. Ун чухне тин çак ушкăн халăх хушшинчи йĕркене çирĕп асăрхаса тăрас ĕçе хутшăнса витĕм кӳме пултарасси çинчен пĕлтерет. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинчи муниципалитетсенче пурĕ 299 халăх дружини ĕçлет,  3 пин ытла çынна шута илнĕ. Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева асăннă ыйтупа тĕплĕнрех ĕçлеме ирĕк паракан саккун проектне те хатĕрленине асăннă, ăна çитес вăхăтрах Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне пăхса тухма тăратасси пирки каланă. Тĕплĕнрех

 



25 июля 2014
16:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter