Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе планерка ирттернĕ

Утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, тĕрлĕ служба ертӳçисемпе эрнесерен пулакан планеркăна ирттернĕ. Канашлăва тытăниччен чи малтанах республика Пуçлăхĕ пухăннисене РФ Президенчĕ Владимир Путин кăçал утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче панă ĕç хушăвĕсем çинчен аса илтернĕ. Ĕçсене Раççей Федераци Президенчĕ  çумĕнчи ĕçлекен нацисем хушшинчи хутшăнăва пăхса тăракан канашĕн ларăвĕнче хускатнă пулнă.  Михаил Игнатьев паянхи ĕçе пухăннисене Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулнă самантра хускатнă калаçу пирки пĕлтернĕ. 2014 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче республикăри адреслă инвестици программисем еплерех пурнăç кĕрсе пынин ĕç кăтартăвĕсемпе  Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн каласа кăтартнă. Кăçал республикăна бюджетран инвестицие хывма 5   млрд. тенкĕ пăхса хăварнă. Вĕсемпе 12 ача сачĕ çĕклесе лартма, 2 шкул, 20 ФАП, 6 спорт объекчĕ, 2,435 км тăршшĕ Чăваш Енри хула округĕсенчи автомашинăсене валли урамри çулсене тирпейлеме тата 3 çухрăм автомашинăсене çӳретмелли вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене хута яма палăртса хунă. Палăртнă укçа-тенкĕрен пысăк пайне кăрлач уйăхĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕсенче республикăра вĕренӳ тытăмне, спортпа пурăнмалли çурт-йĕр строительствисем çине тăкакланă. Çĕрпӳре  «Южный» микрорайонта 240 ача вырнаçмаллăх ача сачĕ çĕклесе лартнă, Шупашкарта Гагарина урамĕнче сывлăха çирĕплетекен комплекс хута янă, Муркаш, Каçакл ен, Çĕрпӳ, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче тĕслĕхлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем хута кайнă. Уйăрнă укçа-тенкĕсене вăхăтра кирлĕ пек пĕлсе усă курма чĕнсе каланă республика Пуçлăхĕ. «Çанталăк ырлăх панă чухне, вăхăта шеллемесĕр, графикпа килĕшӳлĕн пурнăçламалли ĕçсене пĕтĕмпех йĕркелесе пыма тăрăшмалла. Объектсене çĕклесе лартма хăйсем çине илнĕ яваплăха подрядчиксен таса кăмăлпа тӳрĕ чунпа пурнăçламалла», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Аслă пĕлӳ тата ытти шайри специалистсене ĕçе вырнаçтарас ытусем пирки Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов тĕплĕн паллаштарнă. Чăваш Енри вĕрентӳ тытăмне аслă пĕлӳ паракан 22 организаци, професси илме пулăшакан вĕрентӳ организацийĕсене 33 шута илнĕ. Рабочий специалистсене хатĕрлесе кăларас ыйтăва Федераци шайĕнче хускатнине асăннă.  Аслă пĕлӳ илмелли мода хыçа юлса пырать. Ĕç рынокĕнче рабочий профессисем ытларах ыйтаççĕ. Канашлăвăн вĕçĕнче Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин  «НАНОГРАД-Ч» çуллахи шкулăн ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Асăннă мероприятие кăçал Муркаш районĕнчи «Лесная сказка» ача-пăча санаторийĕнче утă уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 24-мĕшĕччен йĕркелесе ирттернĕ.



28 июля 2014
15:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter