Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин патшалăх влаçĕпе тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем хушшинче çуллахи тапхăрпа ирттернĕ ХIII-мĕш Спартакиадăна хутшăннă

Утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем хушшинче  çуллахи тапхăрпа ирттернĕ ХIII-мĕш Спартакиадăна хутшăннă. Асăннă мероприятие Çĕрпӳ районĕнче йĕркеленĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Спартакиадăна хутшăнакансене спорт уявĕпе саламланă, ку хутĕнче паллă пулăм Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшӳллĕн пулса пыракан Спортпа сывлăх кунĕпе пĕр килнине палăртнă. «Сывлăхпа спорт кунĕнче мĕн пур 4,5 пин спорт сооруженийĕсенче спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Спорта ватти-вĕтти пур те хутшăнаççĕ. Республикăра пурăнакан пур çемье те хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетме кăмăл тăваççĕ. «Патшалăх тата муниципалитет служащийĕ пулма çăмăл мар. Питĕ яваплă ĕç. Спорт уявĕсене тăтăшах йĕркелесе ирттерни патшалăх тата муниципалитетсенче ĕçлекенсене яланах формăна тытса пыма пулăшать. Министерствăсенче ертӳçĕсен хăйсен ĕçчешĕсене валли спортпа туслă пулма майсем тупса памалла. Ку ыйтăва куçран вĕçертмелле мар. Патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри, граждансене тăван çĕр-шыва юратма воспитани парасси, кăмăл-сипет енчен тавра курăмлăха пуянлатма вĕрентесси, нумай çулсем хушши лайăх обществăлла политика лару-тăрăвне упраса хăварма пулăшасси», - тесе уйрăммăн палăртса каланă республика Пуçлăхĕ.    Çуллахи тапхăрпа ирттерекен Спартакиадăна футбол, пĕрлештернĕ эстафета тата канат туртассипе спорт ăмăртăвĕсене кĕртнĕ.  Пĕтĕм спорт ăмăртăвĕсен кăтартăвĕсене пĕрлештернĕ хыççăн, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ушкăнĕ пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Кăçалхи çул пĕрремĕш хут пуçласа Чăваш Енри патшалăх влаç тытăмĕнче ĕçлекенсем ГТО комплексĕн нормативĕсенче хăйсен вăйне тĕрĕсленĕ. Ертӳçĕсем, чупассипе, вырăнтан вăрăмăшне сикессипе, йывăр мечĕке тăршшĕне, пуç урлă ларса перессипе тупăшнă. Унсăр пуçне çак кун юлташла футбол ăмăртăвĕсем те иртнĕ. Çак асăннă мероприятие Чăваш Енре 13-мĕш хут йĕркелеççĕ, спорт ăмăртăвĕсене çулталăк хушшинче тĕрлĕ тапхăрпа ирттереççĕ. Тĕплĕнрех



28 июля 2014
07:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter