Каçал ен районĕ: Сывлăхпа спорт кунĕ иртрĕ

Июлĕн 26-мĕшĕнче Кĕçĕн Çĕрпÿел информаципе культура центрĕнче сывлăхпа спорт кунĕ иртрĕ. Шкул ачисем тĕрлĕ ăмăртÿсене хастар хутшăнчĕç, вăйăсенче вăй виçрĕç, сикрĕç, чупрĕç.

«Пирĕн тĕллев – тĕрлĕ ÿсĕмри ачасене, çамрăксене спортăн тĕрлĕ енĕсене ытларах явăçтарасси, унпа туслаштарасси, сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси»,- çапла пĕтĕмлесе каларĕ вăйă вĕçĕнче вырăнти информаципе культура центрĕн ертÿçи Альбина Любимова.

Уяв чăннипех те хаваслă иртрĕ.



28 июля 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter