Тинĕс хумĕ пире пĕрлештерчĕ

Елчĕк районĕнчен çар флотĕнче службăра тăнисем сахал мар. Вĕсем халлĕхе 320 çын шутланса тăраççĕ. Вĕсен хăйсен пĕрлĕхĕ те пур: ăна Л.Князев ертсе пырать. Утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Тинĕс Çар Флотĕнче службăра тăнă районти çамрăксене сума суса палăк уçăлчĕ.

Елчĕкри тĕп библиотека ĕçченĕсем çак куна халалласа «Тинĕс хумĕ пире пĕрлештерчĕ» фото-курав йĕркелерĕç. Курав пурне те хăйĕн патнелле туртрĕ, мĕншĕн тесен моряксем пĕрле службăра тăнă юлташĕсене курса киленчĕç. Иртнĕ çулсене аса илсе калаçрĕç.

Библиотека ĕçченĕсем Тинĕс-Çар флочĕнче службăра пулнисене уяв ячĕпе саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç.



28 июля 2014
16:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter