Ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕпе ял хуçалăх министерствин коллегийĕн ларăвне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри Ял хуçалăх министерствин когллегийĕпе  ял хуçалăх тытăмĕнчи апат-çимĕç рынокĕнче мониторинга пăхса тăракан Правительствăн тухса çӳрекен комиссийĕн ларăвне хутшăннă. Палăртнă ĕçе ку хутĕнче Çĕрпӳ районĕнче йĕркеленĕ. Асăннă пулăма республикăри районсемпе хуласенчен администрацисен ертӳçисем, пысăк ял хуçалăх тытăмĕнче вăй хуракансем, хресченпе фермер хуçалăхĕнче тимлекенсем, республикăри агропромышленноç комплекс предприятисемпе тата органицацисемпе тачă çыхăнса ĕçлекенсем, банк тытăмĕнчи специалистсем пухăннă. Пленар пайĕн ĕçне тытăниччен, чи малтанах пухăннисемпе пĕрле Чăваш Ен Пуçлăхĕ  Россельхозакадемийĕн «Колос» ГНУ ЧНИИСХ и ФГУП предприятийĕн тĕш тырăпа çĕр улми лаптăкĕсене, «Авангард» ООО филиалпа, «Цивильский Бекон» пĕрлешӳсенче  тырăна йышăнмалли комплекс ĕçĕпе паллашнă, кунтах  тырăна типĕтмелли хатĕрсене пăхса çаврăннă, техникăсене юсав ĕçĕсем ирттермелли уйрăмăн хăйнеевĕрлĕхĕпе кăсăкланнă. Республика Пуçлăхĕ производствăн культурине пысăк хак панă. Территорийĕнче тирпейлĕх хуçаланнине уйрăммăн палăртса хăварнă. Тепре чухне хулара та çакнашкал тирпейленĕ лаптăксене курма хĕн. Илемлĕ чечексен пуххи чăнласах та, пыракансен куçне илĕртнĕ.  Канашлура тухса калаçнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи çул ял хуçалăх таварĕсен калăпăшне ӳстересси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнине палăртнă. Выльăх апачĕсене çителĕклĕ хатĕрлени куç кĕретех. Тыр пула пухса кĕртесси, кĕрхи культурăсене акса тирпейлесси - кун йĕркинчи тĕп ыйтусен шутĕнче. «Муниципалитетсенче асăннă ыйтусемпе кăтарту тĕрлĕрен. Тупăшпа ĕçлекен хуçалăхсен хисепĕ ӳссе пырать. Ĕçе кирлĕ пек тĕрĕс йĕркелесе пыракан предприятисем сахал мар. Вĕсем пур йĕркене те çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ - кăтартăвĕ те паллă, тухăçа аван илеççĕ. Ăçта тирпейлĕх çук – çухату каламасăрах паллă. Ял хуçалăх ыйтăвĕ пуриншĕн те питĕ кăткăс та яваплă. Муниципалитет ертӳçисен, вырăнта ял хуçалăхне аталантарса пыма кирлĕ пек условисене хатĕрлесе памалла. Ял ĕçченĕсене  витĕм кӳме тăрăшмалла. Ертӳçĕсене хуçалăхсенче ĕçлекенсен ĕç укçин шайне ӳстерсе пыма сĕнмелле, - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Вăл  производствăра малта пыракансене тав тунă,  тивĕçлисене, енчен те юлашки 3-5 çул хушшинче пысăк кăтартусемпе ĕçленĕ пулсан, патшалăх наградисене илме тăратма каланă.  Сăмаха май, ĕç укçин виçине ӳстерсе пырасси пирки те сăмах пуçарнă. Асăннă ыйтупа пур çĕртре те кирлĕ пек ĕçлеменни сисĕнет. «Çакнашкал тĕслĕхсем халăхсемпе тĕл пулнă самансенче курăнать. Çынсем хăйсен пăшăрханăвне нимĕн пытармасăрах каласа параççĕ», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн, лавккасенче Чăваш Енре калăпланса тухакан таварсене ытларах сутасси пирки ыйтупа та калаçнă. «Республикăри нумай лавккасенче пулса курма тӳр килчĕ. Палăртма кăмăллă, вырăнти таварсене пĕтĕмпех сутаççĕ. Куншăн паллах, вĕсене пысăк тав, çапах та пур çавăн пек лаккасем, ăçта пачах та хамăр таварсене вырнаçтарман», - тесе пăшăрханса пĕлтнрнĕ Пуçлăх. Улатăрта пулса иртнĕ кăлтăк пирки чарăнса тăнă. Кунта вырăнта калăпласа кăларнă çăнăха, Алтай производителĕсен миххисене тултарнă. «Чăваш çăнăхне пур çĕрте те аван ыйтаççĕ, анчах та лавккасенче çук. Ытти таварсем те сахал пулни пăшăрхантарать.  Ял хуçалăх таварĕсене калăплакансене  палăртнă ыйтусемпе çивĕч ĕçлесе пыма хушнă. Республика Пуçлăхĕ муниципалитет пурлăхĕсемпе усă курнăшăн пухăнса кайнă парăмсемпе çивĕчрех ĕçлесе пыма хушса хăварнă вырăнти пуçлăхсене. Айăплисене явап тыттармалла, - тесе чĕнсе каланă, канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикинчи агропромышленноç комплексĕн çулталăкăн пĕрремĕш çур çулхи ĕç кăтартăвĕсем тата маллашнехи тĕллевсем пирки ял хуçалăх министрĕ  Сергей Павлов паллаштарнă. Республикăри районсен администраци пуçлăхĕсем вырăнта выльăх апачĕсем хатĕрлесс ĕç кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тăнă, вырма еплерех пурнăçланса пыни пирки каласа кăтартнă. Актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă май, калаçăва  «Чувашхлебопродукт»  пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ  Алексей Ласточкин тата «Продовольственный фонд Чувашской Республики» КУП ЧР директорĕ Алексей Самаркин хутшăннă. Пухăннисем тырă хакĕ çинчен канашланă. Пĕтĕмĕшле калас пулсан, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, таварсене калăпласа кăларакансемшĕн ял хуçалăх таварĕсен хакĕ аван пулнине асăннă. Тĕплĕнрех

 



28 июля 2014
09:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter