Вăрнар районĕ: Карл Маркс ячĕллĕ хуçалǎхра ěçлекенсем вырмана тухрěç

Сисеймерĕмĕр те июль уйăхĕ вĕçленсе пырать. Хĕвел шеллемесĕр çĕре хĕртет. Унпа пĕрлех тыр-пул пиçсе çитет. Уй-хирсенче çилпе чỹхенсе ларакан тулли пучахсене сарă тĕс çапнă ĕнтĕ. Карл Маркс ячěллě хуçалǎхра паян 3 комбайн кěрхи тырǎсене вырма тухрěç. Кăçалхи вырма вăхăтĕнче Çавалкассен кěрхи ыраша 68 га, кěрхи тулǎна 210 га, пăрçа йышши культурăсене 15 га çинче пухса илмелле. Владимир Михайлов, Виталий Степанов, Василий Николаев комбайнерсем хǎйсен çěр карапěсене лайǎх хатěрлесе çитернě ěнтě, техника тěрěслевě витěр тухнǎ. Тулли кǎмǎлпа, вырма ěçěсене вǎхǎтра вěçлессе шанса пуçларěç ěçе паян хуçалǎхра ěçлекенсем. Вырмана хатĕрленсе çĕнĕ çăкăра хумалли, упрамалли пỹлěмесене дезинфекциленě, тасататнǎ механизациленĕ йĕтем çийĕсене йĕркене кĕртнě, тырǎ килессе анчах кěтеççě



29 июля 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter