Çĕмĕрлере пурăнакансем хăйсен хулине ытларах хисеплеме тытăннă

 Утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕмĕрле хулинче. Республика Пуçлăхĕ хулан социаллă экономика енчен пĕлтерĕшлĕ предприятине çитсе килнĕ.  «Шумерлинский завод специализированных автомобилей» АУП граждан тата оборона техникисене юсав ĕçĕсем ирттермелли хатĕрсем калăплассипе тимлет. Кунта калăпланса тухакан таварсене Раççей Миноборони, Раççей ШĔМĕ, Раççей МЧСĕ ытларах ыйтать. Предприяти директорĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ  Валерий Васин, хăйĕн сăмахĕнче, çулталăк вăçне  ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ тăрăх, тупăша 4 млрд.  тенкĕллĕх илме палăртать.  Производство калăплакан таварсене  предприятисем тăтăшах ыйтни куç кĕретех, вĕсен пайĕ палăртнинчен пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 30 процент пане çити ӳсни курăнать. Михаил Игнатьев предприятийĕн пуласлăхĕ пысăк пулнине каланă. «Финанс енчен илес пулсан та, предприяти çирĕп аталанса тупăшлă ĕçлесе пырать», - тесе палăртнă Пуçлăх Михаил Игнатьев. «Республика» ООО пластикран чӳречесем хатĕрлессипе тимлет. Республика Пуçлăхĕ предприятийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.  Предприятирен хатĕрленсе тухакан тавара, республикăри районсемпе хуласенче аванах ыйтаççĕ. Нумай чухне республика тулашне те таварсене ăсатаççĕ. Предприятийĕн ентӳçи Леонид Пронин 2012 çулта предприяти грант пулăшăвне 300 пин тенкĕллĕх тивĕçнине асăннă. Палăртнă пулăшупа производсвăра тĕллевлĕн усă курнă. «Патшалăх уйăрнă укçа-тенкĕпе пĕлсе усă курнине, хам курса ĕнентĕм, пĕтĕмпех эффективлă тăкакланă. Предприятире культура пысăк. Хулари çамрăксен çакăн пек пуçаруллисене ăша хывма тăрăшмалла», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ.  Хулари Тĕп пасарта Михаил Игнатьев сутăçсемпе тата туянакансемпе тĕл пулса калаçнă. Кунта таварсене сутма ятарласа 75 вырăн хатĕрленĕ, вĕсенчен 30-шне çĕртме уйăхĕнче хатĕрлесе çитернĕ, кунта паллах, ял хуçалăх таварĕсем пĕтĕмпех сутма вырнаçтарнă. «Виçĕ çул каялла çак пасарта пулнăччĕ. Унтанпа самай çитĕнӳсем, тавраллăха тирпей-илем кӳртнĕ», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Хулапа район хушшинчи тĕп медицина центрĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, больницăна пынисем, специалистсемпе кăмăллă е кăмăллă марри пирки ыйтса пĕлнĕ. Васкавлă медицина пулăшăвĕ, эмелсемпе тивĕçтерни çинчен тата электронлă регистратурăн ĕçĕпе кăсăкланнă. Центрăн тĕп врачĕ Алексей Демаков хăйĕн сăмахĕнче врачсем çителĕксĕр пирки пăшăрханса каланă, ытларах пенси вăхăтне çывхаракансем пулнине палăртнă. Халлĕхе, çамрăк специалистсене ĕçе явăçтарас тесе, ятарласа тĕллевлĕ вĕренсе кăларма, 2014 çулта шкулсенчен вĕренсе тухнă 5 яш-кĕрĕмпе килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетнине асăннă.   Кăçалхи çул кăрлач уйăхĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕ таран илес  пулсан, врачсен вăтам ĕç укçин виçи 32 618 тенкĕ, вăтам медицина ĕçченĕсен – 15 492 тенкĕ, кĕçĕн медицина ĕçченĕсен  - 10 040 тенкĕпе танлашнă. «Малтанхи çулсемпе танлаштарсан, больницăра ырă улшăнусем пулни савăнтарать. «Çул-йĕр карттисем» пурнăçа кĕрсе пынă май, медицина ĕçченĕсен шалу укçи ӳссе пынине кура, пулăшусемпе тивĕçтерес ĕçĕн пахалăхĕ те çӳллĕ шайра пулса пымалла», - тесе каланă Михаил Игнатьев.  Хулари 1-мĕш номерлĕ шкула 1940 çулта хута янă. Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулăн ĕçĕпе республика Пуçлăхĕ кăсăкланнă. Çак шкула 2012 çулта, вĕренӳ тытăмне модернизацилес программăпа килĕшӳллĕн, тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе çитернĕ.  Шкул çивĕттине пĕтĕмпех çĕнĕрен витнĕ, медицина уйрăмне те хатĕрленĕ, ачасене апатлантармалли тата ытти уйрăмсене пĕтĕмпех çĕнĕ йышши хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хатĕрсене вырнаçтарнă. Хăш-пĕр урамсем урлă иртсе кайнă май, Михаил Игнатьев тавралăха тирпейлеменнишĕн асăрхаттарса хăварнă. Сурский урамĕнче вырнаçнă 47,47/1 номелĕ çуртсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă. Вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă. Халăх хулара вĕри шыв, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсем иртересси ыйтусене тата çынсене утса çӳремелли çулсем пирки пăшăрханса пĕлтернĕ. Çĕмĕрлери ветерансене пăхса тăракан  çуртра ватăсене еплерех пулăшу панине пăхса çаврăннă, вĕсен пурăнмалли условийĕсемпе паллашнă. Кунта республика Пуçлăхĕ Украинăран куçса килнĕ, вăхăтлăха вырнаçнă, 72 çулхи ватăпа Анастасия Никифоровăпа курнăçса калаçнă. Михаил Игнатьев хулари «Труд» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн стадионне пăхса çаврăннă. Кунта, тренерсем Раççей шайĕнчи спортсменсене хатĕрлесе кăларнă. Ачасем 6 çултан пуçласа 15 çула çитнисем, спорт шкулне çӳрекенсен хисепĕ 29,9 процентпа танлашать. (2013 çулта – 27,2 процент пулнă). Республикăри хуласемпе районсем шайĕпе танлаштарас пулсан 6-мĕш вырăнта тăраççĕ. Хулари кану паркĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тирпейлĕх хуçаланнине асăрханă. Виçĕ тăватă çул каяллахипе танлаштарсан ырă енне улшăнни савăнтарать. «Хула администрацийĕ ĕçе тивĕçлипех йĕркеллĕ пурнăçласа пырать. Тăван тавралăха илемлетес ĕçе кунта пурăнакан халăх хастар хутшăнни сисĕнет, таврара çӳп-çап çукки те çакнах çирĕплетсе парать. Эсир хăвăрăн хулана юратма тытăнни куç кĕретех. Ку чăнласах та пысăк пĕлтерĕшлĕ, лайăх», - тесе палăртса каланă республика Пуçлăхĕ.

 Тĕплĕнрех



29 июля 2014
17:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter