Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш радио» тӳрĕ эфирĕнче пулнă

Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш радио» тӳрĕ эфирĕнче «Михаил Игнатьевпа калаçу» программăна хутшăннă. Тĕл пулура калаçу тĕпрен илсен, республикăра пурăнакансен пурнăç условине лайăхлатасси тавра пынă. Программăн ертӳçисем - Эльвира Тимофеевăпа Николай Мулянов республика Пуçлăхĕне тĕрлĕ ыйтусем панă, вĕсем хушшинчче: нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен çĕнетсе ылмаштарасси, çул-йĕр ыйтăвĕсем, социаллă льготăсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлĕ тавра тата ытти те.



03 июля 2014
18:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter