Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев СССР летчик космонавчĕ, авиацин генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Григорьевич Николаева асăнса ирттернĕ митинга хутшăннă

 Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев СССР летчик космонавчĕ, авиацин генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаева  асăнса, тăван ялĕнче ятарласа ирттернĕ митинга хутшăннă. Пулăма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Елена Николаева тата Александр Никаноров, Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова,  «Байконур» космодромĕн ветеранĕсем Евгений Южалин тата Василий Прокопьев, Сĕнтĕрвăрри районĕн ертӳлĕхĕ, космонавтăн тăванĕсем,   ялта пурăнакансем, килнĕ хăнасем пуçтарăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май, хăйĕн сăмахĕнче, сумлă ентешĕмĕр, чăваш çĕрĕнче çуралнă космонавт наци паттăрĕ кăна мар, пĕтĕм тĕнче пĕлекен тата юратакан çын пулса тăнине асăннă. «Чăваш халăхĕн паттăр ывăлĕ - Андриян Григорьевич Николаев яланах пурин чĕринче те ĕмĕрлĕхех асра. Пирĕн çитĕнекен яш-кĕрĕмшĕн унăн паттăрла кун-çулĕ çул кăтартакан çăлтăр вырăнĕнче», - тесе уйрăммăн палăртса каланă республика Пуçлăхĕ.   Митинг иртнĕ хыççăн, сумлă хăнасем, Андриян Николаевăн вил тăпри умне чĕрĕ чечек çыххисем хунă, чиркӳ настоятелĕ Георгий иерей,  ентешĕмĕре асăнса кĕлĕ вуланă. Республика Пуçлăхне, килнĕ пек чухне, А.Г. Николаев ячĕллĕ музей кил картине çĕнĕрен хăпартса çĕнетме хатĕрленĕ эскиз проектпа паллаштарнă. Паллах, проект кунтах астрономипе интерактивлă классем тата ытти çĕнĕлĕхсем пуласса шантарать. Тĕплĕнрех



03 июля 2014
16:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter