Каçал ен районĕ: ялти хисеплĕ мăшăр «Юратупа шанчăклăхшăн» ордена тивĕçрĕ

«Çăпатапа кантри, çÿпçипе хупăльчи», – пĕр-пĕринпе çураçуллă, килĕштерсе пурăнакан мăшăрсем пирки калаççĕ халăхра.Пĕр-пĕрне ĕмĕр тăршшĕпех юратса, хисеплесе, шăкăл-шăкăл пурăнакан çемьесем пирĕн таврара сахал мар.

Вĕсенчен пĕри Хирти Шăхасан ялĕнче пурăнакан Автономовсем. Петр Леонтьевич 45 сул ытла «Красный Октябрь» колхозра водительте тăрăшнă. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн вăл грамотăсем тата медальсем илме тивĕç пулнă. Клавдия Николаевна 35 çула яхăн Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ. Обществăлла ĕçре те хастар пулнă, темиçе хутчен те ял Совечĕн депутатне суйланнă, нумай çул хушши Хирти Шăхасан ялĕнчи хĕрарăмсен советне ертсе пынă. Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. 1977 çулта хастар хĕрарăм «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учитель» хисеплĕ ят панă. Нумай грамотăсене тивĕçнĕ. Иккĕшĕ те ĕç ветеранĕсем.

Петр Леонтьевичпа Клавдия Николаевна çемье çавăрса пурăнма пуçлани кăçал 55 çул çитрĕ. Килĕшÿллĕ мăшăр виçĕ ывăлпа икĕ хĕр пăхса ÿстерсе вĕрентсе кăларнă. Пурте çемьеллĕ, тĕрлĕ çĕрте тăрăшаççĕ. Вĕсене 9 мăнук тата мăнукĕсен 3 ачи савăнтараççĕ. Паянхи куна картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахчара тĕрлĕ çеçке, çимĕç ÿстереççĕ. Вĕсем ял-йыш çинче хисеплĕ, çамрăксемшĕн тĕслĕхлĕ çемье пулса тăраççĕ, ырă ята тивĕçнĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2014 çулхи июлĕн 4-мĕш Указĕпе çемье институтне çирĕплетес тĕлĕшпе тунă пысăк çитĕнÿсемшĕн Петр Леонтьевичпа Клавдия Николаевнăна «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа наградăланă.

Июлĕн 29-мĕшĕнче Кĕçĕн Çĕрпÿел информаципе культура центрĕнче Автономовсене савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев мăшăра хисеплĕ ят илнĕ ятпа ăшшăн саламларĕ, сывлăх, çемьере килĕшÿ, вăрăм кун-çул сунса чечек çыххи тата хаклă парне пачĕ. Çавăн пекех районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Ираида Никитина, Аслă Çĕрпÿел ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев, Лидия Наумова депутат хĕрÿллĕн саламларĕç, чун-чĕрепе яланах çамрăк пулма тата нумай çул килĕштерсе пурăнма сывлăх сунчĕç. Хисеплĕ мăшăр ячĕпе вырăнти артистсем çепĕç юрăсем шăрантарчĕç.



30 июля 2014
11:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter