Герман Наумов (Иван Рассказов) çыравçă: «Европа пекех Чăваш Республики илемлĕ»

 Утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавран килсе çитнĕ литература ăсчахĕсемпе тĕл пулнă.  Писательсемпе публицистсем, литература критĕкĕсем пирĕн республикăпа тарăнрах паллашма тĕллев лартнă, Чăваш Енре пурăнакансене хăйсен тавракурăмлăхĕ çинчен каласа пама килĕшнĕ.  Палăртнă шухăна пурнăçа кĕртес тесе писательсен пĕрлешĕвĕпе чăвашсен литература енĕпе ĕçлекен ăсчах Валерий Петровский палăртнă визита йĕркеленĕ. Тĕл пулу хăнасемпе  хăйне евĕр иртнĕ. Республика Пуçлăхĕ пирĕн патне килме кăмăл тунишĕн хăнасене тав сăмахĕ каланă. Сăмаха май, Чăваш Енре вăхăта усăллă та пĕлтерĕшлĕ ирттерме ырă суннă. Килнĕ хăнасем чи малтанах, хăйсем куçĕпе курса ĕненнĕ илемлĕ хулан сăн-сăпачĕ çинчен каласа кăтартнă. Мускавра никама пăхăнман авторсен пĕрлешӳ правленийĕн пĕрремĕш секретарĕ, литература критикĕ, публицист Никита Митрохин хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Ен çыннисем архитектура палăкĕсене сăвап тунине, хулари урамсенче тирпейлĕх хуçаланни пирки савăнса пĕлтернĕ. Раççейри Писательсен пĕрлешĕвĕн членĕ, тĕп координатор, литература продюссерĕ, прозаик, драматург  Александр Гриценко Чăваш Енри çыравçăсем пĕрлешĕвĕпе Раççейри çыравçăсен пĕрлешĕвне пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеме сĕнет. «Российский колокол» литература журналĕн тĕп редакторĕ пулнă май, журналта чăваш авторĕсен хайлавĕсене чăвашла тата вырăсла кăларма чĕнсе калать. Жанна Драненко прозаик (литературăри псевдоним Жанна Джармин) республикăри çут-çанталăк тĕнчи ытармалла мар илемлĕ пулнине палăртнă. Кунта пурăнакан çынсем пур те ырă кăмăллă, пысăк тавракурăмлă, ăслă, ватти-вĕтти таранах сăвăсем, хайлавсем çырма, кĕвĕсем юратнине, ӳкерме ăста пулнине палăртнă. Герман Наумов литератор (литературăри псевдоним Иван Рассказов) хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Ен çав тери хитре пулнине каланă. Чăваш çĕрĕ, Шупашкар хули калама çук çав тери паха пулнине палăртнă. «Шупашкар пысăк пуласлăхлă хула. Кулленех вăл ӳссе, аталанса пырать. Чăваш Республики – Европа пек илĕртӳллĕ», - тесе савăнса пĕлтернĕ хăй шухăшне сумлă хăна, сăмаха май, кĕске вăхăтрах, «Равняйся на Чувашию» очерк хатĕрленине пĕлтернĕ.    Раççейри Писательсен пĕрлешĕвĕн членĕ, литератора ĕçченĕ, композитор Нелли Викторова (литературăри псевдонимĕ Нелли Цирер) Чăваш Енри халăх чăваш çĕрне юратнине тата ăна лайăх пăхса тăнине, республикăра чăнласах та çирĕп çын йĕрке туса пынине палăртнă. Тĕл пулу самантĕнче, çитес çул  Чăваш Енри çыравçăсемпе Раççей çыравçисем хушшинче, пултаруллă çынсем, пысăк литература фестивалĕ ирттересси пирки калаçса татăлнă. Мускавран килнĕ делегаци Чăваш Енре утă уйăхĕн 31-мĕшĕччен пулать. Ĕçлĕ визитпа килĕшӳллĕн, хăнасем хайлавсене вулакансемпе, çыравçăсемпе, журналистсемпе тĕл пулма палăртнă. Хăнасем музейсемпе, вулавăшсен ĕçĕсемпе те паллашма кăмăл тунă.   Тĕплĕнрех 



30 июля 2014
16:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter