Çĕмĕрле хулине аталантарма бюджетран куçарнă укçа-тенкĕпе пĕлсе тата эффективлă усă курмалла

Утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕмĕрле хулинче ĕçлĕ визитпа пулнă май, муниципалитетăн активĕпе хулан социаллă экономика аталанăвĕн ыйтăвĕпе канашлу ирттернĕ. Канашлăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем: Светлана Енилина, Олег Марков, Владимир Аврелькин и Альбина Егорова тата Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Владимир Иванов хутшăннă.  Чи малтанах канашлăвăн кун йĕркипе ĕçе тытăниччен, республика Пуçлăхĕ хулари объектсенче пулса курнă май, унти ырă улшăнусем пирки чарăнса тăнă. Юлашки çулсенче уйрăмах Çĕмĕрле хулин сăн-сăпачĕ куç кĕретех ырă енне улшăнни савăнтарнине асăннă.  Патшалăх енчен хулана каламасăрах, паллă пысăк пулăшу куçать. Кăçалхи çул утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 189729 пин хулан бюджетне куçнă, 2013 çулхипе илес пулсан 2,2 хут пысăкрах çак асăннă укçа. Хулан хăш-пĕр пайĕн тăкакне республика бюджечĕ хăй çине илнĕ. Хулан пуласлăхне аван витĕм кӳрсе пыракан предприятисем: «Шумерлинский завод специализированных автомобилей», «Комбинат автофургонов» АУПсем. Çак предприятисем РФ Миноборони урлă, Раççей Президенчĕ Владимир Путин лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртес тесе миллиардшар заказсем тăваççĕ. Çĕмĕрле хула администрацийĕн пуçлăхĕ Любовь  Дмитриева муниципалитетăн солциаллă экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕпе тĕплĕн паллаштарнă. Канашлура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, строительство министрĕ Олег Марков, экономика министрĕ Владимир Аврелькин тухса калаçнă. Ертӳçĕсем хулашăн йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки чарăнса тăнă, вĕсене вăхăтра татса парасси çине тимлĕх уйăрнă. Харпăрхăй тупăшне илес пулсан, пĕлтĕрхи çулпа танлаштарсан муниципалитет бюджечĕ 3,5 процент пĕчĕкрех пулнă. Хулан бюджечĕн тупăшĕ бюджетсен трансфертне кура, ӳснĕ.  Пĕлтĕрхи çул 70 предприяти ытла шалу укçине палăртнă виçерен, МРОТран сахал тӳленĕ. Çĕрсемпе усă курнă, анчах та парăмсем аренда укçи 2014 çул утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 5 млн. тенкĕ таран пухăнса кайнă. Хулари пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕ чăтмалла мар йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ. Яланхиллех энергорессурсемпе усă курнишĕн парăмсем нумай. Республика Пуçлăхĕ право йĕркине пăхса тăракан органсене «Теплоэнерго» МУП ертӳçин Дмитрий Головин ĕçне тишкерсе тухма сĕннĕ.  Бухгалтер ĕçĕнче 147 млн. тенкĕллĕх кăлтăксем тупнине палăртса хăварнă. ЖКХ тата строительство ĕçне пăхса тăракан, администраци пуçлăхĕн çумĕ пулса ĕçлекен Александр Власов, тӳрĕ кăмăлпа хăй çине илнĕ яваплăха пурнăçламаннине çирĕппĕн асăрхаттарнă Пуçлăх. Пур муниципалитетсенчи пекех, ку хулара та спирт пур настойкăсене аптекăсенче сутни пăшăрхантарать. Каллех, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев аптекăсенче «фанфуриксене» сутнине хăй куçĕпе курса тĕлĕннĕ. Ыйтăва вырăнтан хускатманни, каламасăрах паллă. Предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Владимир Иванов Çĕмĕрлери предпринимательсем  çĕр лаптăкĕсем пирки йывăрлăхсем сиксе тухнине пĕр хутчен мар пăшăрханса пĕлтернине каланă. Малтанхи çулсенче çĕрсене аукционсене тăратмасăрах валеçнĕ пулнă. Халĕ вара, бизнеса аталанса пыма пачах та çĕрсем уйăрса паманнине палăртнă. Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хула влаçĕсем умне çирĕп тĕллевсем лартнă, муниципалитет пурлăхĕпе пĕлсе усă курмаллине асăрхаттарнă. «Пухăнакан укçа самай, халăх пурнăçне ырă енне улшăусем тума витĕм кӳрет. Лайăх калаçса ыйтинпе кунта нимĕн те пулмасть. Енчен те предпринимательсем хăйсем çине илнĕ яваплăха тӳрĕ кăмăлпа пурнăçласа пымаççĕ пулсан, вĕсемпе килĕшӳ тунă ĕç хучĕсене чарса лартмалла. Унсăрăн, çакнашкал лару-тăру малашне те улшăнманни пирки нимĕн иккеленмесĕрех калама пулать. Бюджетăн кашни тенкипе пĕлсе тĕрĕс эффективлă усă курмалла», - тесе çирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



30 июля 2014
08:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter