Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен саккун кăларакан (представительлĕ) тата патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕсене йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен

Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра федерацин 2014 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен саккун кăларакан (представительлĕ) тата патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕсене йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" федераци саккунĕн 26.3 статйине улшăнусем кĕртесси çинчен" 136 ФЗ номерлĕ саккунне тата "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" саккунне питĕ анлă сỹтсе яваççĕ.

Районти депутатсем, ветеран-активистсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, районти организацисемпе предприятисен ĕçченĕсем пĕрле пуçтарăнса вĕсене районта та пăхса тухрĕç. Çĕнĕ саккун сĕнекен тĕрлĕ меслет тавлашуллă. Халăхăн пысăк пайĕ муниципалитет район пуçлăхне тỹрремĕнех суйламалла, унăн вырăнти администрацие те ертсе пымалла текен шухăш патне пырса тухрĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхне суйласси пирки сăмах пынă май, икĕ тĕрлĕ шухăш тĕп вырăнта пулчĕ: пĕрисем ăна халăх суйламалла, теприсем депутатсен йышĕнчен палăртмалла терĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхне депутатсен йышĕнчен суйламалла текен шухăшпа килĕшесех килмест манăн. Ăна, ман шухăшпа, халăх суйламалла. Вырăнта пурăнакансем ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма пархатарлă ĕçĕсемпе ырă ят çĕнсе илнĕ тивĕçлĕ кандитатшăн сасăлас кăмăллă.

Владислав САЙКИН,

Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.



31 июля 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter