Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионсем хушшинчи VI-мĕш наукăпа практика конференцийĕн анлă ĕçне хутшăннă

Утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  регионсем хушшинчи VI-мĕш наукăпа практика конференцийĕн анлă ĕçне хутшăннă. Асăннă мероприятие утă уйăхĕн 4-5-мĕш кунĕсенче Шупашкарти травматологипе ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче ирттереççĕ. Конференцие Раççейри 27 регионтан медицинăра вăй хуракансем: Германирен, США, Италирен,  Швецирен тата ыттисем те пухăннă.  Республика Пуçлăхĕ чи малтанах ĕçе тытăниччен, рентген пӳлĕмĕнчи çĕнĕ йышши хатĕрсемпе паллашнă, кунта ĕçлекенсемпе, конференцие килнисемпе тĕл пулса калаçнă.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ  Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, юлашки çулсенче республикăри сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ курăмлăнах пысăк утăмсемпе малалла кайнине асăннă. Чăваш Енре пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе тĕнче шайĕнчи стандартсемпе пĕр танах пулăшу кӳнине каланă. Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен килнĕ пай пуçлăхĕ Михаил Крамаров, хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче сывлăх сыхлавĕн ĕçне пысăк хак панă, пысăк эффективлăхпа ĕçлесе пынине палăртнă. Крым тăрăхĕнче вăй хуракан медицина ĕçченĕсем Чăваш Енĕн паха опычĕпе кăсăкланнине тата ăна вĕренсе ĕçре усă курма палăртнине каланă.  Паянхи куна илес пулсан, пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлеме тӳрремĕнех çыхăнусем пуррине асăннă Михаил Крамаров. Тĕл пулура Украинăран тухнă, хăйсен пурăнмалли кил-çуртне çухатнă халăха пулăшу кӳрес ыйту тавра та калаçу хускатнă. Республика Пуçлăхĕ, Чăваш Ен инкеке лекнĕ çынсене пулăшма хатĕрри пирки пĕлтернĕ. Пирĕн республикăна  40 çемье Украинăран тарса килнĕ, вĕсем хăйсен тăванĕсем патĕнче пурăнма килĕшнĕ. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине, республикăра пурăнакансенчен тăтăшах Украинăран килнĕ çынсене вăхăтлăха çурт-йĕр ыйтăвĕсемпе тивĕçтерме ыйтса çырнисем самай. Ачасен канăвĕпе сывлăхне çирĕплетмелли лагерьсенче, ваттисен çурчĕсенче граждансене пĕтĕмпех вырнаçтарса пыма палăртнă. Конференцие килнĕ хăнасем умĕнче тухса калаçнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Травматологи, ортопеди тата  и эндопротезировани центрĕнче, пиллĕк çул хушшинче, 25 пине яхăн çын тĕрлĕ тăрăхран хăйсен сывлăхне çирĕплетсе, пурнăçпа килленме пултарнине асăннă. «Кунта ĕçлекенсем тĕлĕнмелле йывăр операцисем тăваççĕ. Эпĕ чăнласах та мăнаçланатăп, пирĕн республикăран 10 пине яхăн çын сипленсе, хăйсен шăпине татса пама пултарнă», - тенĕ. Конференцие пуçтарăннисене ăнăçлă ĕçлеме сĕннĕ. Мускаран килнĕ Тĕп травматолог-ортопед Николай Загородний хăйĕн сăмахĕнче Раççейре, суставсене эндопротезировани ĕçĕсене йĕркелесе ирттерессипе  чи малтисен хисепĕнче пулнине асăннă. «Пирĕн çĕр-шывра çулталăкне 85 пине яхăн шăнăрсене сыпассипе эндопротезировани операцийĕсене 85 пине яхăн йĕркелесе ирттереççĕ. Çулсеренех чирсене сиплессин ĕçне 20-30 процента çити ӳстерсе пыратпăр. Асăннă ĕçпе Чăваш Ен чăнласах та ырă енпе ытисссенче уйрăлса тăрать. Раççейре, пуçласа хута янă Центр, ют çĕр-шыврисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăманнине çирĕплетме пултарчĕ», - тесе палăртса каланă пухăннисем умĕнче Николай Загродний.  Шупашкарти Центра приоритетлă наци проекчĕпе килĕшӳллĕн 2009 çулта пуш уйăхĕнче хута янă. Кунта пĕтĕмпех кирлĕ медицина хатĕрĕсем çителĕклĕ таран, вĕсем пур те хальхи пурнăçпа килĕшсе тăраççĕ, халăхсене тивĕçлĕ пулăшу пама яланах хатĕр. Операци ĕçĕсене йĕркелесе ирттернин кăтартăвĕсемпе Раççейре виçĕ чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан  Центрсем шутĕнче тăрать. Тĕплĕнрех



04 июля 2014
18:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter