Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери коопераци кунĕ ячӗпе саламлани

Республикӑри  коопераци организацийӗсемпе предприятийӗсен хисеплĕ ветеранĕсем, пайҫисемпе членӗсем тата ӗҫченӗсем!

 Сире Пӗтӗм тӗнчери коопераци кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак уяв пирӗн обществӑн тӗп хаклӑхӗсене – лайӑх та паха ӗҫе, пысӑк яваплӑха, ҫывӑх ҫынсемшӗн тимлӗн тӑрӑшнине тата пӗр-пӗрне хавхалантарса пулӑшнине –  сӑнарлать.   

Паян коопераци юхӑмӗ Чӑваш Ен пурнӑҫӗнче паллӑ вырӑн йышӑнать. Ялти кооперацие лайӑх йӗркеленӗ тата вӑл малалла ҫирӗппӗн аталанать. Мӗн пур шайри кредит кооперативӗсем, ҫавӑн пекех ытти майпа туса хунӑ ял хуҫалӑх кооперативӗсем хӑйсен ӗҫ-хӗлне ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа пыраҫҫӗ, вӗсем социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑри ҫивӗч ыйтусене татса парас тӗлӗшпе патшалӑхшӑн шанчӑклӑ ӗҫтешсем шутланаҫҫӗ. 

Потребительсен кооперацийӗн организацийӗсем яла тирпей-илем кӗртес енӗпе те хастарлӑх кӑтартаҫҫӗ. Вӗсем ялта пурӑнакансене пӗрлештереҫҫӗ, хушма хуҫалӑхсенче пӑхса ҫитӗнтерекен продукцие вырнаҫтарма пулӑшаҫҫӗ, халӑха паха таварсемпе тата кирлӗ пек пулӑшупа тивӗҫтерсе тӑраҫҫӗ, суту-илӳпе обществӑллӑ апатланӑвӑн, йӑла пулӑшӑвӗн ҫӗнӗ объекчӗсене уҫаҫҫӗ, ял ҫыннин кану культурине ӳстерес ӗҫе пысӑк тӳпе хываҫҫӗ.

Хӑйсен пуян опычӗпе пӗлӗвне ҫамрӑксене паракан коопераци юхӑмӗн ветеранӗсене уйрӑммӑн тав тӑватӑп. Чӑваш Енри мӗн пур кооператора ҫирӗп сывлӑх, палӑртнӑ плансене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама, ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, тӑнӑҫлӑх, телей тата ырлӑх сунатӑп!                                                                         

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                           М. Игнатьев

 



04 июля 2014
14:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter